Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тĕллев - çынсене ĕç тупма пулăшасси

20 апреля 2013 г.

Уйăхсерен шалу илекен яланхи ĕç вырăнĕллĕ çынсем çакна тивĕçлипе хакламаççĕ те пуль. Кашни кун ĕçе утасси, кунĕпе тĕрлĕ ыйтусем татса парасси, тен, ывăнтарать те. Чылай вăхăт ĕç шыраса хăшкăлакан, укçа-тенкĕ çитменнипе аптăракан çынсемшĕн вара ĕç вырăнĕ тупăнни — вăл хăех телей. Çавăнпах ĕнтĕ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăрăшакансем патне ĕçе вырнаçма пулăшнăшăн тав сăмахĕ калама час-часах килеççĕ. Организацин ĕçĕ-хĕлĕпе унăн директорĕ Галина Воронова паллаштарчĕ.

— Галина Михайловна, пирĕн районта ĕç шыраса халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пыракансем чылайăн-и? Ытларах чухне камсем сирĕн патăра пулăшу ыйтма килеççĕ?

— 2012 çулта пирĕн пата ĕç тупас тĕллевлĕ 1142 çын килчĕ. Вĕсенчен 1000-ĕшĕн ыйтăвне тивĕçтерме пултартăмăр, ĕç вырăнĕсем тупса патăмăр. Çакăнта, паллах, предприятисем, организацисем тата уйрăм предпринимательсем вакансисем пурри çинчен виçĕм çулхинчен ытларах пĕлтерни те витĕм кÿчĕ (2012 çулта — 1326, 2011 çулта —1187). Пĕлтĕр пурĕ 416 ĕçсĕр çынна регистрациленĕ. Ку вăл 2011 çулхинчен 19,2 процент сахалрах. Çак граждансенчен чылайăшĕ май уйăхĕнче регистрациленнĕ. Çакă çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленнипе, çавна кура кочегарта вăй хуракансем ĕçсĕр юлнипе çыхăннă. Регистрациленĕ ĕçсĕрлĕхĕн шайĕ кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,35 процентпа танлашнă. Çакă 2009 çултанпа чи пĕчĕк кăтарту.

2012 çулта 588 хĕрарăм пирĕн пата килнĕ (пĕтĕмĕшле кăтартăвăн 51,49 проценчĕ). 2011 çулта вара ĕç шыракансен 54,15 проценчĕ хĕрарăмсем пулнă.

Чылай вăхăт (çулталăк ытла) ниçта та вăй хуман хыççăн ĕç шырама килекенсен шучĕ пысăк. Пĕлтĕр ун пеккисем 249-ăн пулнă (2011 çулта — 217). Çав шутра вĕренÿ заведенийĕсен выпускникĕсем, инвалидсем, ачапа ларнă хĕрарăмсем, тĕрмерен тухнисем, ĕç килĕшĕвĕсемсĕр вăй хунисем, ахаль çеç ниçта та ĕçлеменнисем. Юлашки категорие кĕрекенсемпе уйрăмах йывăр, мĕншĕн тесен вĕсен чылай чухне нимĕнле професси хăнăхăвĕ те çук. Çапах та ун пеккисене те вырнаçтаратпăр. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр 148 çынна обществăлла ĕçсене явăçтартăмăр. Уншăн вĕсем ĕç укçи тата хушма пулăшу илсе тăчĕç.

— Эсир çавăн пекех пĕр-пĕр профессие вĕренме е квалификацие ÿстерме яни çинчен те пĕлетпĕр. Ку енĕпе лару-тăру еплерех?

— Вĕренсе пĕлĕвĕсене анлăлатас е урăх профессие алла илес текенсене пулăшма эпир яланах хавас. Пĕлтĕр акă 62 ĕçсĕр çын электрогазосварщик, водитель, котельнăй операторĕ, тракторист, хуралçă, каменщик, парикмахер тата ытти специальноçсемпе пĕлÿ илчĕç. Çакă, паллах, ĕç вырăнĕ тупассине чылай çăмăллатать.

— Çавăн пекех пенси ÿсĕмне çитсе пыракансем умĕнче час-часах йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсем чылай чухне çамрăкраххисене илесшĕн. Çакăн пек тĕслĕхсенче пулăшу пама май килет-и?

— Пенси ÿсĕмне çитсе пыракансем чылай чухне организаци хупăннипе, штата чакарнипе ĕçсĕр тăрса юлаççĕ. Кăçалхи январь — март уйăхĕсенче ун пеккисем пирĕн пата 13-ĕн килчĕç. Эпир вĕсене яланах социаллă пулăшу пама хатĕр: çĕнĕ профессие вĕрентетпĕр, квалификацине ÿстерме яратпăр, вăхăтлăх ĕçе вырнаçтаратпăр. Кăçал акă 7 çынна ĕçе вырнаçтартăмăр, 1-не вăхăтсăрах пенси илсе тăмалла турăмăр. Паянхи кун тĕлне пирĕн патра пенси ÿсĕмне çывхарса пыракан тата 7 çын учетра тăрать.

Шăп çавăн пеккисем валли эпир ятарлă ваканси ярмăрккисем йĕркелетпĕр. Унта темиçе ĕçпе тивĕçтерекенпе тĕл пулса калаçма, вĕсене хăвăрăн професси квалификаципе паллаштарма май пур. Акă, апрелĕн 22-мĕшĕнче те черетлĕ ваканси ярмăркки иртет. Ĕç тупас кăмăллисене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн çуртĕнче 10 сехетре кĕтетпĕр. Ĕç паракансенчен хăшĕсем пысăк опыта чи мала хураççĕ, çавăнпа та тин вĕренсе пĕтернĕ çамрăксене мар, аслăрах çултисене илме тăрăшаççĕ. Çакна кура аслă ÿсĕмри ĕçсĕр граждансен çак ярмăрккана çитсе курмаллах тесе шутлатăп.

— Ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарас тĕллевпе тата мĕнле мероприятисем ирттеретĕр?

— Урăх ял-хуласенче ĕç тупакансене ытти çулсенчи пекех пулăшу кÿтĕмĕр: пурăнмалли вырăншăн, çул çÿревшĕн тÿлеме компенсаци патăмăр. Çакăн евĕр пулăшупа 4 çын усă курчĕ.

Унсăр пуçне «2012 çулта ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мерăсем çинчен» республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн чылай мероприяти ирттертĕмĕр. Инвалидсем валли — 2, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ валли — 2, инвалид ачана çитĕнтерекен валли 1 ĕç вырăнĕ турăмăр. Ĕçпе тивĕçтерекенсене çакăн пек ятарлă вырăнсем хатĕрлеме 30—50-шар пин тенкĕ компенсаци тÿлерĕмĕр.

— 2013 çулта вара мĕнле ĕçсем ирттерме палăртнă? Хăвăрăн тĕллевĕрсемпе кĕскен паллаштарăр-ха.

— Кăçал пирĕн 1000-рен кая мар çынна ĕçе вырнаçтармалла, çав шутра 14—18 çулти çамрăксене те вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлеме май туса памалла. 2013 çулта та ĕçсĕррисене професси пĕлĕвĕ илме, квалификацие ÿстерме пулăшăпăр, инвалидсене квотăсем тăрăх организацисене вырнаçтарăпăр. Унсăр пуçне професси ориентацийĕ тата психологи пулăшăвĕ парас енĕпе те ĕçлĕпĕр. Пирĕн тĕллев — çынсене ĕç тупма пулăшасси. Малашне те çакна тĕпе хурса тăрăшăпăр.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика