Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çынна усă кÿресси пĕлтерĕшлĕ

10 ноября 2012 г.

Ĕç - пурнăç тыткăчи тесе ахальтен каламан. Этем юратнă ĕçре пурнăç тĕллевне, илемне тупать. Тепĕр чухне вара кун-çул чуппи тикĕс çĕртех такăнать: çын ĕçсĕр тăрса юлать. Пуриншĕн те тенĕ пекех çакă - пысăк инкек. Вĕсен нушине Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем аван ăнланаççĕ çеç мар, ĕçсĕррисен шутне лекнисене патшалăх пулăшăвĕпе усă курса йывăрлăхсене сирсе яма хăват параççĕ.

«Центра тĕрлĕ сăлтавпа ĕçсĕр тăрса юлнă çынсем килеççĕ, - лару-тăрупа паллаштарать Галина Воронова директор. - Пĕрисем тÿрех, теприсем кăшт вăхăт иртсен çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупаççĕ е тĕрлĕ специальноçпа хушма професси илеççĕ. Вакансисен ярмăрккисем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çакăн йышши çичĕ мероприяти пулăшнипе 125 çын ĕç вырăнĕллĕ пулчĕ. 62 гражданин /çак шутра виçĕ çула çитмен пепкисемпе килте ларакан амăшĕсем/ ĕç рынокĕ ыйтакан çĕнĕ профессисемпе пĕлÿ илчĕ».

Ĕçлев центрĕ тĕрлĕ ушкăнри граждансене вĕсен вăй-халне, кăмăлне, пултарулăхне шута илсе ĕç тупса парать. Комсомольскисем республика тулашĕнчи организаци-предприятипе те çыхăну йĕркеленĕ. Çынсене Чул хулана, Мускава, ытти хулана ĕçлеме яраççĕ. Центр пулăшнипех çуллахи каникулта шкул ачисем тăван тăрăхра вăхăтлăх тĕрлĕ ĕçе хутшăнса тупăш илеççĕ. Сусăрсене, инвалид ачасене пăхакан ашшĕ-амăшне пурăнакан вырăнтах тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупма пулăшаççĕ.

Хăйсен ĕçне йĕркелекенсем те пур. Çак тĕллевпе кăçал улттăн патшалăхран субсиди илнĕ. Вĕсем лаша, мăйракаллă шултра выльăх, вĕлле хурчĕсем ĕрчетме пуçланă. Туризм комплексне йĕркелес шухăшлă çын та тупăннă. Çулталăк вĕçлениччен ĕçсĕр шутланакан тата тăватă гражданина çак программăна хутшăнтарма палăртнине пĕлтерчĕ Галина Михайловна.

Комсомольски салинче пурăнакан Илья Сизов та ĕçлев центрĕ урлă кăçалхи утă уйăхĕнче 58800 тенкĕ субсиди илсе çăмăл машинăсене диагностика тăвакан тата юсакан автомастерской уçнă. Патшалăхран уйăрнă укçа-тенкĕпе оборудовани туяннă, гаражра юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Илья Павлович техникăпа тахçантанпах кăсăкланать, ĕмĕрĕпех водительте ĕçленĕ. Ваннă машинăна çын юсаса парасса кĕтмен, хăех йĕркене кĕртнĕ. Çавăнпах ку енĕпе предприниматель пек ĕçлесси ăна хăратмасть. Паян вăл техника кĕрлевĕнченех, шавĕнченех ăçта мĕн ваннине палăртма пултарать. «Маларах темĕн те юсанă. Халĕ ытларах диагностикăпа ĕçлетĕп, электроборудовани тÿрлететĕп», - тет ăста. «Раççей автопромĕн машинисене витĕр курать, куç хупса юсама пултарать», - çапла хаклаççĕ Илья Павловича ун патĕнче «тимĕр учĕсене сипленĕ» çынсем.

«Иномаркăсене» вĕсен саппас пайĕсем Каçал тăрăхĕнче çукран йĕркене кĕртме йывăртарах имĕш. Тепĕр чухне ют çĕр-шывра кăларнă машина хуçисем электричество тытăмне пăхтарма килеççĕ. Илья Павлович хирĕçлемест, пулăшать. П.Сизов патне тĕрлĕ çĕртен - Тутар Республикинчен, Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк районĕсенчен... - килеççĕ. Ĕçе яланах тĕплĕ тăвакан патĕнче пĕрре пулнă çын тепрехинче те кунтах килет, пĕрле юлташне те илсе пырать. Çак чăнлăха Илья Павлович лайăх чухлать, çавна май никама та нихăçан та хапха умĕнчен каялла çавăрса ямасть. «Тупăш илесси мар, çынна усă кÿресси пĕлтерĕшлĕрех», - çапларах тĕллевпе пурăнать вăл.

«Техникăпа аппаланма тытăнсан пурин пирки те манатăп», - тет пулин те Илья Павлович общество ĕçне хутшăнма та вăхăт тупать. Вăл - афганецсен районти организацийĕн председателĕ. Пĕрлешÿ интернационалист воинсен çивĕч ыйтăвĕсене татса парас, инвалидсене пулăшас тĕлĕшпе ĕçлет, ыр кăмăллăх акцийĕсем, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелет. Çапла майпа вăрçă вутне лексе шар курнисене пулăшма, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хавхалантарма тăрăшаççĕ. И.Сизов ертсе пыракан ушкăн тĕрлĕ районта пурăнакан çар юлташĕсемпе те çыхăну тытать.

Ĕçрен, йывăр шухăш-туйăмран Сизов çут çанталăк ытамĕнче канать. Вăрмана çÿрет, кăмпа пухать, Атăлта пулă тытма кăмăллать.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика