Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Чăваш Енре ĕçсĕрлĕх чакать

31 мая 2012 г.

Пĕлтĕр Раççей Федерацийĕнчи мĕн пур регионта ĕçлев службисем шута илнĕ ĕçсĕр çынсен шучĕ сахалланни палăрать. Чăваш Республики 83 субъект йышĕнче çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе виççĕмĕш вырăн /ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,9 процент чакнă/ йышăннă. Ку кăтартусем патне мĕнле майпа çитме пултарнă? Ку тата ытти ыйту хуравне Чăваш Ен Ĕçлев службин ертÿçи Сергей Димитриев журналистсемпе тĕл пулсан уçăмлатрĕ. «Республикăра ĕç рынокĕнчи лару-тăру ырă енне улшăннине статистика кăна çирĕплетмест. Чăваш Енри влаç органĕсем ĕçсĕрлĕх ыйтăвне çÿллĕ шайра татса панине Дмитрий Медведев пысăк хак пани те кăтартать», - терĕ вăл.

Сергей Петрович палăртнă тăрăх - халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пуçарнă программăсене пурнăçлама пĕлтĕр бюджетран 977,3 млн тенкĕ уйăрнă. Анчах ăна пĕтĕмпех усă курса пĕтереймен, мĕншĕн тесен пособи илекен çынсен шучĕ икĕ хута яхăн чакнă. Мĕнпе çыхăннă-ха ку? Юлашки вăхăтра экономика тикĕс аталаннине кура предприяти-организаци ĕç алли ытларах ыйтма пуçланă. Çавна май унччен ĕçсĕр ларнă вун-вун çын ĕç вырăнĕ тупнă. Çулталăк пуçламăшĕнче ĕç шыракан пĕр çын пуçне вăтамран икĕ ваканси лекнĕ. Пĕлтĕр пушă 95 пин вырăн, çак шутра çĕнĕрен йĕркеленнисем те, пулнă. Ĕçлев службисем 59,5 пин çынна шута илнĕ, вĕсенчен 45646-шне тупăшлă вырăн тупса панă.

2012 çулта мĕн кĕтет? «Ĕçсĕр граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтерме тата ĕç рынокне тĕрев пама 620 млн тенкĕрен кая мар уйăрма йышăннă. Тĕрлĕ мероприятие 82 пин ытла çынна явăçтарма палăртнă, - терĕ Сергей Димитриев. - Çулталăк пуçламăшĕнче ĕçсĕрлĕх кăшт ÿсрĕ, анчах пуш уйăхĕнчен лару-тăру лайăхланчĕ. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 7438 çын ĕçсĕр шутланать. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 44,7 процент сахалрах».

Республикăри службăсем кăçал ĕçе 41 пин çынран кая мар вырнаçтарасшăн, 3,6 пинĕшнеав шутра виççĕ тултарман пепкисене пăхакан 350 амăшĕ/ пĕлÿ шайне ÿстерме пулăшасшăн, волонтерсен акцийĕсене хутшăнакан 31,3 пин граждана профориентаци пулăшăвĕпе тивĕçтересшĕн. Çавăн пекех 110 çынна хăйсен ĕçне йĕркелесе яма субсиди пама, инвалидсемпе сусăр тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ валли ятарлă ĕç вырăнĕсем хатĕрлеме палăртнă. Республика Пуçлăхĕ ытларах ял çыннисене ĕçпе тивĕçтермеллине палăртнине шута илсе ĕçлев центрĕсен мобильлĕ ушкăнĕсем район центрĕсенчен аякра вырнаçнă мĕн пур яла çитĕç, халăха киле пырсах ĕç вырăнĕсем сĕнĕç.

Республикăри ĕç рынокĕнчи ырă улшăнусемпе танах çивĕчлĕхсем пуррине те палăртрĕ Сергей Петрович. Вĕсенчен пĕри - профессипе квалификаци шайлашăвĕ çукки. Юлашки çулсенче ытларах рабочи специальноçĕсене ыйтаççĕ. Анчах ĕçсĕррисен 55 проценчĕ пуçлăх, ертÿçĕ, служащи т.ыт. должноçсене йышăнасшăн. Экономика рынок хутшăнăвĕсем çине куçнă тапхăрта юрист, финансист, бухгалтер йышши специальноçсем ытларах кирлĕ пулчĕç. Çав вăхăтшăн пĕлтерĕшлĕ шутланнăскерсене мĕн пур аслă шкулта вĕрентме пуçларĕç. Çавна май хальхи вăхăтра вĕсем ĕç рынокне тултарсах лартрĕç. Паян ĕç паракансем 110 экономист валли 4 вырăн кăна сĕнеççĕ, 360 бухгалтер валли - 130 ваканси, 59 юрист валли - 13. Паллах, çакăн евĕр кăткăслăхра пĕлĕвĕ, ăсталăхĕ çÿллĕ шайрисем кăна ĕçе вырнаçма пултараççĕ.

Ĕçлев службин органĕсем йывăрлăхсене тĕрлĕ меслетпе татса пама тăрăшаççĕ. Предприяти-организаци ыйтакан профессисемпе специальноçсене тÿлевсĕр вĕрентеççĕ. Сăмахран, хальхи вăхăтра çĕвĕçсем валли - 592, электро- тата газосварщиксем валли 494 ваканси пур. Çакна шута илсе ку специалистсене тĕллевлĕн хатĕрлеççĕ. Профориентаци ĕç-хĕлĕ пысăк вырăн йышăнать. Ĕçлев службисем лекцисем, калаçусем, уроксем, уйăхлăхсем йĕркелеççĕ, уçă алăксен кунĕсене, вакансисен ярмăрккисене ирттереççĕ. Ĕç рынокĕнчи шайлашăва тытса пыма вĕренÿ учрежденийĕсенче инженер, технолог, конструктор специальноçĕсен бюджет вырăнĕсене ÿстересси, «Студент-ВУЗ-Ĕç паракан» йĕркепе тĕллевлĕн ĕçлесси, ачасене паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ профессисемпе специальноçсене суйлама вĕрентесси - тĕп çул-йĕр пулса тăраççĕ.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика