Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Каçал тăрăхĕнчи центр пулăшатех

26 апреля 2012 г.

Ĕç - пурнăç тыткăчи. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕнтен чылайăшĕ пулас професси пирки мĕн пĕчĕкренех ĕмĕтленет, тĕллевне пурнăçлас тесе вăл е ку заведение вĕренме кĕрет. Шел, хăшĕсем диплом илсен хăйĕн специальноçĕпе ĕç тупаймаççĕ. Пуçлăхсем нумай чухне пысăк стаж тата опыт пухнă çынсене илме тăрăшаççĕ-çке. Теприсем вара штата кĕскетнĕрен е тата урăх сăлтава пула ĕçсĕр юлаççĕ, çавна май вĕсен кăмăлĕ хуçăлать, хăй хаклăхĕ чакать. Шăпах çакнашкал лару-тăрăва лекнисене пулăшма тăрăшаççĕ те Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр /директорĕ - Галина Воронова/ специалисчĕсем.

Кăçал кăрлач-пуш уйăхĕсенче центра 229 çын килнĕ, çав шутран 97-шĕ - хăй ирĕкĕпе ĕçрен кайнисем, 12-шĕ - организацие хупнăран е штата кĕскетнĕрен тупăш çăл куçĕсĕр тăрса юлнисем, 3-шĕ - шкул тата професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернисем, 15-шĕ - социаллă хÿтлĕх кирлĕ ушкăнри граждансем /пенси çулне çывхаракансем, пепкине пĕччен çитĕнтерекен тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ, сусăрсем, тĕрмерен тин çеç ирĕке тухнисем, çар хĕсметĕнчен килнисем/. Вĕсенчен 163-шне ĕçе вырнаçтарнă. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта 63 çын шутра тăнă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,4% танлашнă. Çынсем ĕçсĕррисен шутĕнче вăтамран 3,7 уйăх тăнă. Ку кăтартусем пурте лару-тăру ырă еннелле улшăннине çирĕплетеççĕ.

Тĕпчевсем çакна палăртаççĕ: ăнăçлă суйласа илнĕ профессие пула этем хăйне хисеплесси ÿсет, сывлăхпа çыхăннă йывăрлăх сахалрах пулать, вăл пурнăçпа та кăмăллă. Хальхи социоэкономика условийĕсенче кунсăр пуçне тата професси мобильлĕхĕ те кирлĕ. Çакна шута илсе центр специалисчĕсем учреждение килекенсене профориентаци пулăшăвĕ параççĕ. 1-мĕш кварталта ку мелпе 228 гражданин усă курнă, çав шутран 53,51% - ĕçсĕррисем, 53,1% - çамрăксем, 25,5% - хĕрарăмсем. 36 çынна çĕнĕ профессие вĕренме тата квалификацине ÿстерме янă. Çак ушкăнра ачине 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ 1 хĕрарăм та пур.

37 гражданина общество ĕçĕсене явăçтарнă. 14-18 çулсенчи 69 ачапа çамрăка вĕренÿрен пушă тапхăрта вăхăтлăх ĕçсене хутшăнтарнă, çав шутран 7-шĕ - сахал тупăшлă, 3-шĕ тулли мар тата йышлă çемьесенчен. Çак меслет çул çитменскерсене хăйсене тыткаламалăх укçа тума май панипе пĕрлех вĕсен ăсталăхĕпе çаврăнăçулăхне ÿстерме те пулăшать. Çĕнтерÿ кунĕ çывхарать. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа лартнă палăксене юсаса çĕнетмешкĕн, вĕсен таврашĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртмешкĕн шкулта вĕренекенсене явăçтарма палăртнă. Кăрлач-пуш уйăхĕсенче центра 16 сусăр пулăшу ыйтма килнĕ, вĕсенчен 6-шне ĕçе вырнаçтарнă. Тепĕр иккĕшне ятарлă оборудованипе пуянлатнă ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме йышăннă.

РФ Правительствин “Ĕçлемешкĕн яллă вырăна куçакан граждансене памалли çăмăллăхсем çинчен” йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн центр Тутарстанран куçса килнĕ çемьене - 4 çынран тăраканскере - укçан пулăшнă. Унсăр пуçне вĕсенчен пĕрне уйрăм предприниматель патне çĕвĕçе вырнаçтарнă. Каçал тăрăхĕнчи 4 çын вара Раççейĕн ытти регионне çул тытнă, лайăх шалу тÿлекен предприятисенче вăй хунă - паллах, центр витĕмĕпе.

Паянхи кун районти ĕç рынокĕнче çакăн пек вакансисем пур: агроном, инженер, тракторист, автомобиль водителĕ, врач, фармацевт, сутуçă, платник, токарь, çĕвĕç тата ыттисем. Вĕсене йышăнас тата пулăшу ытти мелĕпе усă курас текенсем Комсомольскири халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра /Завод урамĕ, 29/ кайма пултараççĕ. Учреждени специалисчĕсем кашни çыннах тимлĕн итлеççĕ, ырă сĕнÿ-канаш параççĕ, çивĕч лару-тăруран тухмалли мелсене палăртаççĕ. Ахальтен мар вĕсене йывăрлăхра пулăшу кÿнĕшĕн чĕререн тав тăвакан нумай.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика