Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Волонтер-профориентаторсем шкул ачисемпе тĕл пулнă

05 мая 2012 г.

Çамрăксене професси ориентацийĕ енĕпе пĕлÿ парас тĕллевпе апрелĕн 16—20-мĕшĕсенче волонтер-профориентаторсен «Я б в рабочие пошел!» республика акцийĕ иртнĕ.

Тĕрĕс професси суйласа илесси пурнăçра питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çамрăксемшĕн çакă уйрăмах йывăр. Çавăнпа та профконсультантсем вĕсемпе тĕл пулусем ирттернĕ, тĕрлĕ профессисем çинчен каласа панă, тĕрĕс çул суйлама пулăшнă. Волонтерсем хушшинче педагогсем, студентсем, культура сферин специалисчĕсем пулнă.

Пирĕн районтан çак акцине 19 шкултан 133 волонтер-профориентатор хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем 2285 çынпа тĕл пулусем ирттернĕ, «Я в мире профессий», «5+мы», «Твой профессиональный маршрут» тренинг занятийĕсем, «Древо профессий — ХХI век» профориентаци вăййи тата Канашри 2-мĕш професси училищин волонте-рĕсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ. Районти библиотекăра проф-ориентаци стенчĕсем тунă, профессисем çинчен калакан кĕнекесен выставкине хатĕрленĕ.

Акци вăхăтĕнче шкул ачисем нумай çĕнни пĕлнĕ, пулас профессине суйланă, ĕç рынокĕнчи паянхи йывăр лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллипе паллашнă. Акцие хутшăннисем вăл питĕ усăллă пулнине палăртнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика