20 апреля 2012 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта регистрациленсе ĕçсĕррисен пособине илсе тăма пурте пултараймаççĕ. 1991 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче йышăннă 1032-1 №-лĕ «Россия Федерацийĕнче халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен» саккунра çакна тĕплĕн ăнлантарнă. Ĕçсĕррисен шутне çаксем кĕме пултараймаççĕ:
— 16 çултан кĕçĕнреххисем;
— çăмăллăхлă е ватлăхпа паракан пенси илекенсем;
— вĕренÿ заведенийĕсенче кăнтăрлахи мелпе ăс пухакансем;
— предприниматель свидетельствине илнисем;
— гражданла килĕшÿсемпе ĕçлекенсем;
— ĕçпе юсанма айăпланнисем;
— учрежденисен е организацисен учредителĕсем.
Енчен те çын ĕçсĕррисен пособине те, ĕç укçине те пĕр вăхăтрах илсе тăнине тупса палăртсан, ултавпа илнĕ ĕçсĕрлĕх пособине каялла шыраса илеççĕ. Чылай чухне çакăн пек тĕслĕхсене граждансем тепĕр хут ĕçпе тивĕçтерекен центра пырсан е «Предприниматели», «Юридические лица и их учредители физические лица» даннăйсен базисем урлă тупса палăртаççĕ.
Кăçалхи 1-мĕш кварталта районта çакнашкал икĕ тĕслĕх пулнă. Пĕрремĕшĕнче организаци учредителĕ 11023,93 тенкĕлĕх, тепринче ĕçе вырнаçнă çын 164,52 тенкĕлĕх ĕçсĕррисен пособине илнĕ. Айăплисем саккуна хирĕç майпа илнĕ укçана хăйсен ирĕкĕпе каялла тавăрса панă. Çакă халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр граждансем ултавлă майпа патшалăх укçине илессипе çине тăрса кĕрешнине çирĕплетет.
Источник: "Каçал Ен"