Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вĕсем яланах пулăшу пама хатĕр

18 апреля 2012 г.

Ĕçсĕрлĕхе пула йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене паянхи кун пулăшу питĕ кирлĕ. Çавна тĕпе хурса ĕçлет те районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр. Ăна Г.М.Воронова директор ертсе пырать. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллашма центр ертÿçипе курса калаçрăм.

— Галина Михайловна, центрта ĕçлекенсем районти çынсене яланлăх тата вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса пама нумай тăрăшаççĕ: вакансисен, вĕрентĕвĕн ярмăрккисем, калаçусем, тĕл пулусем тата ытти те ирттереççĕ. Професси суйласа илес, ĕçе вырнаçас текенсем хушшинче камсем ытларах — ар çынсем е хĕрарăмсем?

— «Ĕçсĕрлĕхĕн хĕрарăм сăнĕ»,— тенĕ халăхра. Халĕ — урăхла. Енчен те икĕ-виçĕ çул каялла центра ĕç шыраса хĕр-арăмсем ытларах килнĕ пулсан, паянхи кун вĕсен шучĕ танлашнă тесен те тĕрĕс.

— Вĕренÿ заведенийĕ пĕтернисем ĕçсĕрлĕх серепине лекнин сăлтавĕ мĕнре-ши;

— Çамрăк специалистсен пысăк пайĕ пахалăх параметрĕсемпе ĕç рынокĕ ыйтнине ти-вĕçтермест. Вĕренÿ производство никĕсĕпе килĕшсе тăманнипе, хăнăху, практика тата опыт пулманнипе дипломлă çамрăксен специальноçпа хăйсене тивĕçтерекен ĕç тупмашкăн шанăç сахал. Ку — пĕрремĕшĕ.

Иккĕмĕшĕнчен — вĕренсе тухакансен йышĕ чылайранпа ĕнтĕ рынок ыйтнинчен самаях пысăк.

— Çамрăксем чылай чухне хăйсем алла илнĕ специальноçпа ĕçлеймеççĕ. Галина Михайловна, вĕсене мĕнле пулăшу паратăр?

— Ятарлă вăтам пĕлÿллĕ çамрăк специалистсенчен бухгалтерсене, тĕрлĕ производствăн техникĕсемпе технологĕсене ĕçе вырнаçма йывăр. Аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен тухнă хыççăн та ĕç тупайманнисем йышлă.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çамрăк специалистсен ăсталăхне ÿстерме, тивĕçлĕ квалификаци илме ятарлă Программăсемпе усă курать.

— Ĕçлев службин кăтартăвĕсем куç умĕнчех: 2011 çулта 920 çынна ĕç вырăнĕ тупма пулăшнă. Кăçалхи январь — март уйăхĕсенчи цифрăсемпе паллаштарăр-ха?

— Çак кĕске вăхăтра 163 çынна яланлăх тата вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем тупса патăмăр. Вĕсенчен 88-шĕ — хĕрарăм.

— Галина Михайловна, кашни ашшĕ-амăшĕ ачисене ĕç урлă воспитани пама тăрăшать. Мĕншĕн тесен ĕç никама та «пăсман». Ыттисенчен чылай уйрăлса тăракан граждансене — шкул ачисене — ĕçе епле явăçтаратăр?

— Раççей Федерацийĕн Ĕçлев кодексĕпе килĕшÿллĕн 14 çултан аслăрах ачасене уроксенчен пушă самантсенче сывлăха сиен кÿмен тата вĕренÿ процесне чăрмантарман çăмăл ĕçсене кăна хутшăнтарма юрать. Халăх хуçалăхĕн хăш-пĕр сферине вара 18 çул тултармасăр пырса кĕреймĕн. Сывлăхшăн сиенлĕ тата хăрушă условиллĕ, çĕр айĕнчи, ăс-хакăл аталанăвне витĕм кÿме пултаракан (вăйă бизнесĕ, табак, хаяр шĕвек, наркăмăшлă ытти препарат сутасси) ĕçсем патне ямалла мар. Вĕсене çĕрле е канмалли кунсенче те ĕçлеттерме юрамасть. Шкул ачисемшĕн ĕç кунне кĕскетнĕ. Каникул вăхăтĕнче 14—16 çулсенчи çамрăксемшĕн вăл 5 сехетрен иртмелле мар, 16—17 çултисемшĕн вара 7 сехетпе танлашмалла.

Акă çуллахи каникулта çул çитмен ачасене ĕçпе тивĕçтерес тесе договорсем те турăмăр. Паянхи кун 8 ял поселенийĕн пуçлăхĕсемпе алă пуснă: Шурут, Тукай, Александровка, Элпуç, Хирти Сĕнтĕр тата ытти те.

— Галина Михайловна, хăвăра çак ĕçре пулăшса пыракансемпе çывăхрах паллаштармăр-и?

— «Коллективра — вăй»,— теççĕ. Центрта ĕçлекенсем пирки ырăпа кăна калас килет. И.А.Мурзаева, Н.Н.Дряблова, Н.В.Мадюкова, Л.Н.Матросова, Е.В.Волкова ертсе пыракан инспекторсем ĕç шыраса килнисене пулăшаççĕ. Çавăн пекех Ю.Г.Ананьева, тĕп бухгалтер Л.В.Павлова, Ф.Г.Иванов водитель, З.Н.Краснова техничка хисепе тивĕçлĕ.

— Çывхарса килекен уяв ячĕпе сире саламлатпăр. Пулăшу ыйтса килнĕ çынсене кĕске вăхăтрах ĕçпе тивĕçтерме ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика