Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ытти регионсене — ĕçлеме

17 марта 2012 г.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕррисене урăх регионсене ĕçлеме кайма сĕнет. Сăмахран, «Машков и компания «Красинское» ТНВра (Воронеж облаçĕ) улмуççи тураттисене касакансем (ар çынсем) кирлĕ. Мускав облаçĕнчи «Агронавт», «Чулковское» ОООсене пахча çимĕç суйлакансем çитмеççĕ. Чулхулари «Доскино» агрокомплекс вара вахта мелĕпе теплицăра ĕçлеме хĕрарăмсене йыхравлать.

Рабочисене кунне виçĕ хутчен тÿлевсĕр апат çитереççĕ, общежитинче пурăнтараççĕ. Ĕç укçине ĕçленĕ тăрăх параççĕ, 15 пин тенкĕрен пуçласа. Медицина енĕпе пулăшу илме медпунктсем те пур.

Ĕçлеме вырнаçас кăмăл пулсан договор тума хăвăрпа пĕрле çак документсем пулмалла: паспорт, страхлакан пенси свидетельстви, ИНН, çавăн пекех тăхăнмалли ăшă тумтир тата ытти те.

Тĕплĕнрех 5-13-79 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.


Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика