Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçсĕррисене – психологи пулăшăвĕ

14 марта 2012 г.

Психологи пулăшăвĕ ĕç рынокĕнчи конкуренцие хирĕç тăма, карьерăра çирĕп утăмсем тума кирлĕ. Ĕç, професси тивĕçĕсене пурнăçлама, харпăр хăйне аталантарма чаракан чăрмавсене çĕнтерме психологсем пулăшаççĕ.

Психологи пулăшăвĕн тĕп енĕсем:

— психологи профилактики — çыннăн, пĕчĕк ушкăнсемпе коллективсен психика аталанăвне йĕркелесе тăрасси, çынсем хушшинче тĕрлĕ тавлашусем сиксе тухасран сыхласси;

— психологи консультацийĕ — пурнăç условийĕсене хăнăхма, çивĕч лару-тăрусене çĕнтерме пулăшасси, харпăр хăйне тĕрĕс хаклама вĕрентесси, кăмăл-туйăм енчен çирĕплетесси;

— психологи коррекцийĕ — психикăн тĕрĕс мар аталанăвне йĕркене кĕртесси, çынсем хушшинчи хутшăнусене лайăхлатасси.

Психологи пулăшăвĕн тĕп мелĕсем:

— психологи пĕлĕвĕ парасси;

— психологпа психотерапевт консультацийĕ;

— диагностика;

— тренинг;

— психологи коррекцийĕ;

— ытти мелсем.

Психологи енчен пулăшу парас шутпа кăçал февралĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 1-мĕшĕччен районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта «Аспект» центр пулăшнипе психологи тренингĕ иртрĕ. Унта ĕçсĕр 11 çын хутшăнчĕ. Çавăн пекех ĕçсĕр 2 гражданин уйрăм психологи консультацийĕ витĕр тухрĕ. Çавăн евĕр тренингсем хальхи çăмăл мар условисенче питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăвармалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика