Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Чи кирли — тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупма пулăшасси

08 февраля 2012 г.

Çак кунсенче администраци çурчĕн ларусен залĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшакан координаци совечĕн тата районти организацисен ертÿçисен канашлăвĕ иртрĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков уçрĕ.

Унтан районта халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕ Галина Воронова сăмах илчĕ. Вăл центрăн 2011 çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ, 2012 çул валли тĕллесем палăртрĕ. Çапла, Г.Воронова пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр ĕç рынокĕнчи лару-тăру самаях лайăхланнă. Ĕçсĕррисен шучĕ çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 2,7 хут чакнă, палăртнинчен чылай ытларах çынна ĕçе вырнаçтарнă. Ĕçсĕррисен шутне чакарас тĕллевпе йĕркеленĕ программăсем ăнăçлăн пурнăçа кĕнине çирĕплетрĕ Галина Михайловна.

Малалла халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп инспекторĕ Л.Матросова тухса калаçрĕ, инвалидсене ĕçе вырнаçтарас ыйтăва тишкерчĕ, квотăпа ĕçе илес йĕркене пăхса тухрĕ. Инвалидсем çине уйрăм тимлĕх уйăрмаллине палăртса хăварчĕ.

Унтан Г.Воронова «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен» саккун районта мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе паллаштарчĕ, 2011 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕ.

Çавăн пекех инвалидсен обществин председателĕ И.Албутова тата куç курманнисен обществин председателĕ Г.Михайлов сăмах илчĕç, инвалидсене ĕçе вырнаçтарассинчи чăрмавсене тишкерчĕç. Пуçтарăннисем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене тĕрлĕ енлĕн пăхса тухрĕç, йывăрлăхсене сÿтсе яврĕç. «Чи кирли — ĕçлес кăмăллă çынсем тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупма пултарччăр, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕсене пур енлĕн пулăшу пама пултартăр»,— тесе вĕçлерĕ мероприятие Г.Волков.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика