Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Видео-чат урлă çыхăнаççĕ

08 февраля 2012 г.

Аçтаха çулĕнче Комсомольскинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ырă улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕри вăл — ĕçсĕррисем малашне ĕçпе тивĕçтерекенпе видео-чат функцийĕпе усă курса Skype урлă калаçма пултараççĕ. Паллах, ĕçпе тивĕçтерекенĕн Skype пулсан.

Çак меслет нумай çăмăллăх парать:

— видеоинтервью вăхăт тата укçа перекетлет;

— специалистсене персонал суйлама хака ларакан командировкăсене ямалла мар;

— видеокалаçу ĕçпе тивĕçтерекене ĕçе вырнаçас текенĕн коммуникативлă пултарулăхне хаклама май парать тата ытти те.

Эпир организацисемпе предприятисен ертÿçисене çак программăна туянма чĕнсе калатпăр. Унпа усă курас тесен компьютер урлă интернета тухмалла, веб-камерăпа микрофон пулмалла.

Ыйтса пĕлмелли телефон: 5-13-79.


Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика