Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçпе тивĕçтерекенсене аса илтеретпĕр

18 января 2012 г.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр аса илтерет: Раççей Федерацийĕн 1991 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнчи 1932-1 "-лĕ «Раççей Федерацийĕнче халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен» саккунăн 25 статйин 2 пункчĕпе килĕшÿллĕн организацие хупма е уйрăм предприниматель пек ĕçлеме пăрахма, сотрудниксен штатне чакарма е ĕç килĕшĕвĕсене пăрахăçлама шут тытсан ĕçпе тивĕçтерекен организацин 2 уйăх маларах, уйрăм предпринимателĕн 2 эрне маларах çакăн çинчен халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăна çырса пĕлтермелле. Унта ĕçлекенсен должноçне, профессине, специальноçне, квалификацине, ĕç укçи тÿлемелли условийĕсене кăтартмалла. Организацин штатне чакарни ĕçрен массăллă кăларса яни патне çитерет пулсан, 3 уйăх маларах çакăн çинчен пĕлтермелле.

Тулли мар ĕç кунĕ е ĕç эрни кĕртес, производствăна чарса хурас пулсан ĕçпе тивĕçтерекенĕн — çакăн евĕр йышăну тунă хыççăн 3 кун хушшинче ĕçпе тивĕçтерекен службăн органĕсене çырса килсе памалла.

Ĕçпе тивĕçтерекенсен кашни уйăхра çак хутсене тăратмалла: вакантлă ĕç вырăнĕсем пурри çинчен, инвалидсене йышăнмалли квотăна тултарни пирки калакан информаци. Патшалăх органĕсене вăхăтра информаци паманнисене Раççей Федерацийĕн Административлă кодексĕн 19.7 статйипе килĕшÿллĕн административлă явап тыттарĕç (асăрхаттару е штраф; граждансене 100—300 тенкĕ, должноçри çынсене 300—500 тенкĕ, юридици сăпачĕсене — 3000—5000 тенкĕ).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика