Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçсĕррисене вĕренме яратпăр

24 декабря 2011 г.

Ĕçсĕр граждансене профессие вĕрентесси — республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен ĕçĕнчи тĕп енсенчен пĕри. Профессиллĕ вĕренÿ хальхи вăхăтра тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупма пулăшать. Хушма профессиллĕ вĕренÿ 3 тĕрлĕ пулать: профессиллĕ хатĕрлев, пĕлĕве анлăлатни, квалификацие ÿстерни. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — ĕçсĕррисен конкуренцие хутшăнма пултараслăхне пысăклатасси тата ĕç çухатнипе çыхăннă социаллă дезадаптацие çĕнтересси.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 2012 çулта ĕçсĕррисене машинист, котельнăй операторĕ, электрогазосварщик, бухгалтер, ПЭВМ операторĕ, парикмахер, çĕвĕç тата ытти профессисене вĕренме яма планлать.

Çыннăн професси çук пулсан, кирлĕ квалификаци пулманнипе ĕç тупаймасан, ĕç çуккипе профессие улăштармалла пулсан, унчченхи профессипе мĕнле те пулин сăлтавпа ĕçлейми пулсан ĕçпе тивĕçтерекен центр тÿлевсĕр вĕренме ярать. Вĕренсе пĕтерсен свидетельство е удостоверени параççĕ.

Интересленекенсене, вĕренме кăмăл тăвакансене районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çак адреспа пыма ыйтатпăр: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29 çурт. Телефон: 5-13-79.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика