Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çамрăксене ĕçпе тивĕçтерессине — «симĕс çутă»

17 декабря 2011 г.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çамрăксене ĕç вырăнĕ тупса парассине пысăк тимлĕх уйăрать. 16—29 çулсенчисене пăшăрхантаракан тĕп ыйту — професси тĕрĕс суйласа илсе ĕçе вырнаçасси.

2011 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе çак ÿсĕмри 21 çын ĕçсĕррисен шутĕнче тăнă. Январь—ноябрь уйăхĕсенче 372 çамрăк çын халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтма килнĕ.

Çамрăксене пулăшас тĕллевпе эпир вĕсене обществăлла ĕçсене явăçтаратпăр, вăхăтлăх ĕçсене вырнаçтаратпăр, психологи пулăшăвĕ паратпăр, вĕренме яратпăр, ваканси ярмăрккисем ирттеретпĕр тата ытти те. Пирĕн тĕп тĕллев — тин ĕçлеме пуçлакансене пурнăçри вырăна тупма, хăйсем обществăна кирлине туйма пулăшасси.

2011 çулта обществăлла ĕçсене 143 çынна ятăмăр (23,1 процент çамрăксем), 414 шкул ачине каникул вăхăтĕнче вăхăтлăх ĕçе вырнаçтартăмăр.

Çавăн пекех эпир шкул ачисемпе профориентаци тата профессиллĕ вĕренÿ енĕпе ĕçлетпĕр, мĕншĕн тесен пуласлăхшăн чи пĕлтерĕшли — тĕрĕс професси суйласа илесси.

56 çынна (вĕсенчен 29-шĕ çамрăк) урăх профессие вĕренме ятăмăр: сутуçă, повар-кондитер, парикмахер, оператор, электрогазосварщик, «В» тата «С» категориллĕ водитель тата ытти те. Кăçал 350 çын ваканси ярмăрккисене хутшăнчĕ. 19 выпускника опыт пуçтарма районти предприятисене (Комсомольски райповĕ, «Кооператор» ООО, «Тав» ООО, «Слава картофелю» агрофирмăна) стажировкăна ятăмăр. Ачапа ларакан çамрăк аннесене профессиллĕ вĕренÿ витĕр тухма май туса патăмăр. Ĕçрен кăларса ярас хăрушлăх пур ĕçченсене хăйсен квалификацине ÿстерме ятăмăр.

Çамрăксенче — пуласлăх, çавăнпа та вĕсене пулăшу парасси яланах районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика