Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Инвалидсем – предпринимательсем

17 декабря 2011 г.

Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби ĕçсĕр çынсене харпăр хăй ĕçне йĕркелеме пулăшать, ку тĕллевпе каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăрать. Çак пулăшупа ĕçсĕр инвалидсем те усă курма пултараççĕ.

Ĕçсĕр юлнă кашни инвалида, ĕçлеме пултаракан ытти клиента панă пекех, ĕçпе тивĕçтерекен служба харпăр хăй ĕçне йĕркелеме 58800 тенкĕлĕх субсиди парать. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал харпăр хăй ĕçне йĕркелеме 57 инвалид субсиди илнĕ.

2011 çулта ĕçсĕр тăрса юлнă 2115 çынна, çав шутран инвалидсене те предпринимательлĕхе явăçтарма палăртнă, ку тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 125 млн тенкĕ уйăраççĕ.

Инвалидсене ĕçе вырнаçтарас ыйтăва тата çак ĕçе лайăхлатассине Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи Инвалидсемпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче тăтăшах пăхса тухаççĕ. Унта Чăваш Енри Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине инвалидсен хушшинче 2011 çулта харпăр хăйĕн ĕçне йĕркелес енĕпе чи лайăх проект хатĕрлес тĕлĕшпе республика конкурсне йĕркелеме хушнă.

Çак конкурс иртрĕ ĕнтĕ, Чăваш Енри Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби пĕтĕмлетÿ турĕ. Кăçал республика конкурсне 24 инвалид хутшăннă, вĕсем ĕçсĕр çынсенчен хăй тĕллĕн ĕçлекен предпринимательсем пулса тăчĕç.

Вĕсем çак ĕç-хĕле суйласа илчĕç: сĕт тата аш-какай туса илесси, хурт-хăмăр, кролик, сысна, ытти чĕр чун ĕрчетесси, автомобильсене илемлетесси тата ытти те.

Çак кунсенче сусăр çынсен хушшинче 2011 çулта харпăр хăй ĕçне уçас тĕлĕшпе чи лайăх проект йĕркелессипе республика конкурсĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Унта виçĕ инвалид - Шăмăршă районĕнче, Çĕрпÿпе Шупашкар хулисенче пурăнакансем А.И.Ильин, В.Д.Макаров, Т.Ю.Топадзе - çĕнтернĕ. Вĕсем хăйсем валли çак ĕçсене суйласа илнĕ: ĕне выльăх ĕрчетесси, килте атă-пушмак юсасси, тĕрлĕ тумтир çыхасси.

Çакна палăртмалла, республикăри конкурсра çĕнтернисем халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсем пулăшнипе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем сĕннипе хăйсен бизнесне йĕркелеме пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе тин пуçăннисене паракан грантсем илме те пултараççĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика