Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçлев служби: хĕрарăмсем тимлĕхсĕр юлмаççĕ

03 декабря 2011 г.

Республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçланă май Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби хĕрарăмсемпе çыхăннă çул-йĕре тытса пырать. Ку мероприяти хĕрарăмсен икĕ категорине пырса тивет.

Пĕрремĕшĕ - ачи виçĕ çул тултариччен ăна пăхма отпуск илнĕ, 2011 çулта ĕçлеме пуçлас шухăшлă хĕрарăмсем. Иккĕмĕшĕ - сиенлĕ тата йывăр условиллĕ ĕçсенче вăй хуракан хĕрарăмсем, вĕсене сиенлĕ производствăран кăларасси. Программăра нумай ачаллă ашшĕ-амăшне тата инвалид ачасене çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтармалли çул-йĕр те пур.

Çамрăк амăшĕсене ĕçлев служби пĕлĕве ÿстермелли курссенче вĕренме, çĕнĕ професси хăнăхăвĕ илме сĕнет, ку вĕсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсене куçма, ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтрах ĕçлеме май парать. Декрет отпускĕнчи хĕрарăмсене, хăйсен ĕçченĕсене, вĕрентме ĕç паракан 200 ытла тытăм хутшăнать. Вĕсем республикăн ĕç рынокĕнче кирлĕ 30 ытла профессие вĕренеççĕ. Çав шутра - коммерци ĕç-хĕлĕн, персонал менеджерĕсем, машинăпа ĕне сăвакан оператор, çĕвĕç, ПЭВМ операторĕ, сутуçă-кассир, отделка дизайнерĕ, склад операторĕ, повар-кондитер, маникюрша. «1С: Предприятие 8,0» программăпа бухгалтерсен пĕлĕвне ÿстермелли, ытти курс пур.

Çак программа тĕллевĕ - хĕрарăмсене ĕçе тухнă май хăйсене шанчăклăрах туйма май парасси, пĕлÿ шайĕпе хăйсен ĕçтешĕсемпе тан пыма пулăшасси. Программăпа ĕçлемен хĕрарăмсем те кăсăкланаççĕ. Ĕçлев служби вĕсене те тимлĕхсĕр хăварман. Çак хĕрарăмсене ĕç паракан ĕçе йышăнма шантарса çырнă çыру пулсан вĕрентеççĕ.

Паянхи кун тĕлне 1100 хĕрарăм професси енĕпе вĕреннĕ те ĕнтĕ. Çак кăтартупа Чăваш Ен Раççей Федерацийĕнче 5-мĕш вырăнта. Патшалăх пулăшăвĕн çак çул-йĕрне 2012 çулта малалла тăсĕç. Ĕç шыракан 350 хĕрарăма професси енĕпе вĕренме ямашкăн палăртнă. Вĕренес кăмăллисем паянах пурăнакан вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсене пыма пултараççĕ.

Программăпа килĕшÿллĕн сиенлĕ производствăран кăларас тĕллевпе сиенлĕ тата йывăр условиллĕ ĕçсенче вăй хуракан 54 хĕрарăма çĕнĕрен вĕрентме палăртнă. Хальхи вăхăтра гальваник, обрубщик, шăратакан модельсен модельщици, изолировщица, маляр, штукатур, çул-йĕр ĕçченĕ пулнисем, ыттисем программăпа ĕçлеттерекен станоксен операторне, ертÿçĕ секретарьне, склад операторне, ПЭВМ операторне, çавăн пекех «финанс менеджменчĕ», «организацири менеджмент» тата ытти программăпа професси енĕпе çĕнĕрен хатĕрленеççĕ, малашне хăйсен предприятийĕсенчех ĕçе вырнаçаççĕ.

Вунă уйăхра Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенчен ĕç шыраса нумай ачаллă 370 ытла ашшĕ-амăшĕ пулăшу ыйтнă. Çав шутра 270 ытла çынна ĕçе вырнаçтарнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика