Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Шыракан шыв айĕнче те мул тупать

23 ноября 2011 г.

Виталий Нестеров ертсе пыракан ĕçлев центрĕ Вăрмар тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн хÿтлĕх кÿрекен тата шанăç парнелекен тытăм шутланать. Кун каçиччен миçе çын унăн алăкне уçса хупмасть пулĕ. Асăннă служба вырнаçнă çурт патне тăсăлакан сукмака такăрлама хистекен сăлтав кашниншĕнех пĕрешкел – ĕçсĕрлĕх серепине çакланни. Кунта вĕсене тимлĕн итлеççĕ, ырă сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Май пулсан çийĕнчех тепĕр вырăн сĕнеççĕ. Чăн та, кунашкалли сайра-хутра кăна пулать-ха, мĕншĕн тесен çĕнĕ ĕçе пикенме ăсталăх-хăнăху. кирлĕ.

Виталий Вениаминович хăй те, Альбина Лукина тĕп бухгалтер, ертсе пыракан инспекторсем Галина Николаева, Людмила Мишина, çамрăк специалистсем Светлана Семенова, Алина Ларионова, Анастасия Егорова пулăшу кĕтекен кашни çыннăн ыйтăвнех тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Çитĕнĕвĕсем те курăмлă% ахальтен мар-тăр Вăрмарсен ĕçсĕрлĕх шайĕ пĕчĕкленсе пырать – çулталăк пуçланнăранпа ку кăтарту 256ран 69 юлнă е 1,6 процентран 0,4 çити чакнă.

 Кăçалхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне центр пулăшнипе 909 çынна яланлăх е вăхăтлăх вырăн тупса панă, вĕсенчен 493-шĕ ĕçсĕр шутланнă.

Вĕрентеççĕ, хăнăхтараççĕ, ярмăрккана йыхравлаççĕ...

Служба центрĕн специалисчĕсем ĕçе вырнаçтарнă çынсен йышне ÿстерессине тивĕçлипе хаклаççĕ, çакна пурнăçламашкăн тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Вакансисен банкне тăтăшах пуянлатни тата çĕнетни уйрăмах пĕлтерешлĕ тесе шухăшлаççĕ вĕсем. Районти ĕçпе тивĕçтерекенсем кăçалхи вунă уйăхра 1291 ваканси пурри пирки пĕлтернĕ. Ертÿçĕсем квалификациллĕ рабочисене ытларах ыйтни ĕçсĕрсене специальноçа вĕрентессине йĕркелемешкĕн хистет. Çавна тĕпе хурса центр граждансене ĕç рынокĕнчи конкуренцире мала хуракан 138 профессие алла илме пулăшать. Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 78 çынна хăйсем суйланă специальноç енĕпе ăс пухма янă. Вĕсем парикмахер, маникюрша, "С" категори водителĕ, уйрăм хуралçă, хуран установкисен операторĕ, газоэлектросварщик тата ытти ăстаçă пулма кăмăл тунă. Асăннă тапхăрта 897 çын профориентаци тата психологи консультацийĕ илнĕ. Профориентаци хÿтлĕхне тивĕçнисен виççĕмĕш пайĕ – социаллă пулăшу кĕтекенсем. Йывăрлăха лекнисене çăлăнăç кÿрекен мелсен шутĕнче – общество ĕçĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çапла майпа 142 çын пурнăçа тытса тăмалăх тупăш илме пултарнă, 43-ĕшне Ÿвĕсенчен ытларахăшĕ – хĕрарăмŸ шалу тÿленипе пĕрлех пособипе те тивĕçтернĕ. Тĕрĕссипе, общество ĕçĕнче вăй хуни граждансене çăмăл мар тапхăрта чунпа хуçăлма памасть, кăмăл-туйăма çирĕплетет, ăнтăлупа пурăнма вăй-хал хушать. Вăхăтлăх шутлансан та, çемье бюджетне укçа пырса кĕрет вĕт.

Çул çитмен çамрăксемшĕн те усăллă вăл. Пĕлÿ илекен 358 ача вĕренÿрен пушă вăхăтра çапла майпа тĕрлĕ çĕрте тăрăшрĕ. Маттурскерсем хĕл кунĕсенче пĕччен пурăнакан кинемей-мучие хуралтă тăрринчен юр хырса пачĕç, çурхи-çуллахи вăхăтра тирпей-илем кĕртрĕç, кĕр мăнтăрĕпе пахча çимĕç суйларĕç – хăйсене тыткаламалăх шалу илчĕç.

Йывăр шăпаллисене –чи малтан

 Граждансене вырнаçтарас енĕпе йышăннă ятарлă программăсене Вăрмарсем ĕç шыраса хăшкăлнă çынсене чи малтан хутшăнтарма тăрăшаççĕ. Асăннă тапхăрта служба центрĕ районти предприяти-организаципе тунă килĕшÿ тăрăх 13 çынна йышăннă. Çав йышра – 5 инвалид, пĕччен тата нумай ачаллă амăшĕсем­пе пенси ÿсĕмне çывхаракансем – 8.

Рабочисене кăларса яма пултараслăх кÿрекен социаллă тата экономика йывăрлăхĕсене чакарас тата пирĕн хутлăхра ĕçсĕрлĕх шайне пĕчĕклетес енĕпе Чăваш Республикинче 2011 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли хушма мероприятисем ирттермелли тĕллевлĕ программа йышăннă. Унта палăртнине пурнăçламашкăн федераци бюджетĕнчен республикăна укçа уйăрнă.

Асăннă программăпа килĕшÿллĕн Вăрмар районĕнче те пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттермелле. Çав шутра:

2010-2011 çулсенче вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ 23 çамрăка хăнăху илмешкĕн стажировкăна ямалла, вĕсен çумне диплом илнĕ çыннăн профессийĕпе предприятире вăй хуракан 6 наставника çирĕплетмелле. Çак мероприятисем валли 511,4 пин тенкĕ тăкакламалла. Çамрăк специалистсене йышăнмашкăн "Нива", "Общепит" ОООсемпе, райпопа, "КСО "Урмарское" АХОпа килĕшÿсем çирĕплетсе 23 хĕрпе каччăна Ÿюридици, инженери, бухгалтери енĕпе аслă пĕлÿллĕ – 6, сутуçă, повар, çул-йĕр тата транспорт машинисен машинисчĕ профессиллĕ – 10 çамрăк , ятарлă вăтам пĕлÿллĕ 7 бухгалтерŸ вырнаçтарнă, асăннă тĕллевпе 337,9 пин тенкĕ расхутланă.

12 инвалид валли ятарлă вырăн йĕркелемешкĕн 600 пин тенкĕ уйăрнă. Кăçалхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсене йышăнмашкăн В.Ивановăн, В.Павловăн хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе, "Нива" ОООпа, С.Афанасьев предпринимательпе, "УР "КБО" МУПпа, "Шигали" ЯХПКпа, "ППФ "Урмарская" АУОпа килĕшсе 8 сусăра вырнаçтарнă, вĕсене условисемпе тивĕçтермешкĕн 565,0 пин тенкĕ янă.

Йышлă ывăл-хĕр çитĕнтерекен, сусăр ача ÿстерекен ашшĕ-амăшĕнчен улттăшне ĕçлĕ тумашкăн 300 пин тенкĕ уйăрнă. Кăçалхи вунă уйăхра асăннă ушкăна кĕрекенсене вырнаçтармашкăн районти хуçалăхсемпе 5 Килĕшÿ çирĕплетсе В.Ивановăн хресчен-фермер хуçалăхне 1 хуралçă, райпона 2 сутуçă, "Светлана" ОООна 2 çĕвĕç йышăннă. Çак тĕллевпе 265 пин тенкĕ тăкакланă.

Кăларса ярас хăрушлăха лекнĕ граждансене производствăран уйăрмасăр "В", "С" категори водительне, сутуçă-кассира, автомобиль юсакан слесаре, повар-кондитере, "1С%Предприяти" специальноçе кăçал 16 çынна маларах вĕрентмелле, çакна валли 144,8 пин тенкĕ уйăрнă. Кăçалхи вунă уйăхра виçĕ енлĕ 6 Килĕшÿ тăрăх ĕçлев служби "Общепит" ОООпа пĕрле – 1, райпопа – 11, "Урмарытеплосеть" ОООпа –3, "Водоканал" ОООпа 1 çынна "УМЦ "Аспект" профессин хушма вĕренĕвĕн учрежденийĕнче, коопераци техникумĕнче, Раççей ДОССАФĕн Вăрмарти автошкулĕнче вĕрентсе кăларма 110,7 пин тенкĕ хывнă.

Производствăна реструктуризацилекен тата модернизацилекен предприятисенче вăй хуракан 39 çынна ĕçленĕ вăхăтрах профессие маларах хăнăхтармашкăн 438,7 пин тенкĕ ямалла пулнă тăк, паянхи куна 284,6 пинĕпе усă курнă% "Урмарская" чăх-чĕп фабрики Чăваш ял хуçалăх академийĕнче 34 ĕçчене механизациленĕ ферма тата чăх-чĕп фабрикин операторне вĕрентнĕ, инвестиципе инноваци менеджменчĕн 5 ертÿçине хатĕрленĕ.

Ача 3 çула çитичченхи отпускри хĕр­арăмсене – производствăна кăçал таврăнма шухăшлакан 31 амăшне професси памашкăн 403,3 пин тенкĕ уйăрнă, халĕччен 231,6 пинне пĕтернĕ% В.Павловăн хресчен-фермер хуçалăхĕпе, "Урмарская" чăх-чĕп фабрикипе, "Диалог–Софт", "Нюша", "Средний Аниш" ОООсемпе, райпопа, район администрацийĕпе, унăн вĕренÿ пайĕпе, 4-мĕш ача сачĕпе тата ĕçлемен хĕрарăмсемпе тунă 9 Килĕшÿ тăрăх çиччĕн сутуçă-кассир, иккĕн инвестиципе инноваци менеджменчĕн ăсталăхне илнĕ, çирĕм иккĕшĕ чăх-чĕп фабрикин тата механизациленĕ фермăн операторĕн тата "1С%Предприяти" специальноçсемлĕ пулнă.

Йĕп тытмасăр  çĕвĕç пулаймăн

Иртнĕ çулсенчи пекех, кăçал та граждансем республикăн тĕллевлĕ программи тăрăх харпăр хăйĕн ĕçне йĕркелемешкĕн патшалăх пулăшăвне тивĕçме пултараççĕ. Вăрмарсем асăннă мелпе анлăн усă курса йывăрлăхран тухаççĕ, ăна малалла аталантарма тата ыттисем валли вырăн хатĕрлеме хевте çитереççĕ.

Çакна çирĕплетмешкĕн пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартăпăр. Татьяна Данилова ĕçсĕр çыннăн статусне предпринимателĕннипе ылмаштарнăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха...

Менеджер-экономист специальноçне илнĕскер пĕр хушă çĕр-шывăн тĕп хулинче ăнăçлах ĕçленĕ. Çынсене йышлăн кăларса яма тытăнсан вăл та вырăнсăр юлнă. Пĕчĕк ачаллăскер çуралнă ене таврăннă та ĕçлев службине çул тытнă. Специалистсем пулăшнипе предпринимательлĕхе кÿлĕнес текенсем валли палăртнă программăпа усă курма шухăшланă. Бизнес-плана ăнăçлă хÿтĕлесе 58,8 пин тенкĕ субсидие тивĕçсе çĕвĕ машинисем туяннă, ентешĕсем валли тум ăсталама пикеннĕ. Ку çеç-и? Тепĕр ĕçсĕр çынна йышăнма хушма вырăн тупнă çамрăк хĕрарăм. Халĕ цехра виççĕн тăрăшаççĕ. Татьяна Юрьевна тепĕр 2-3 çынна илме хатĕр.

"Патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕн усă курса хам ĕçе йĕркелеме пултарнипе кăмăллă, – пытармасть вăл. – Мĕншĕн çĕвĕ цехĕ тетĕр – и. Пĕчĕк чухне пукане валли кĕпе ăсталама юрататтăм. Халĕ, авă, ачалăхри киленĕç пурнăçри вырăна тупма пулăшрĕ".

 



Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика