Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тупăш илетĕр – ан пытарăр

12 ноября 2011 г.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçленĕ вăхăтрах ĕçсĕррисен пособине, вăхăтсăр паракан пенсие, стипендие е урăх тÿлевсене ултавлă майпа илсе тăракан çынсене тупса палăртас тата çакăн пек тĕслĕхсене сахаллатас ĕçе малалла тăсать.

Ĕçсĕррисен шутне кĕме пултаракан çынсемпе кунсерен консультацисем ирттереççĕ. Унта центр специалисчĕсем ĕçсĕррисен прависем, тивĕçĕсем çинчен каласа параççĕ, çынна хăй ĕçленине пытарнăшăн уголовлă майпа явап тыттарасси çинчен пĕлтереççĕ. Граждансем хăйсене ĕçсĕррисен прависемпе, тивĕçĕсемпе паллаштарнине алă пусса çирĕплетеççĕ.

Çавăн пекех халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра унччен ĕçсĕррисен шутĕнче пулнă граждансен докуменчĕсене даннăйсен банкĕпе танлаштараççĕ, юлашки 3 уйăхри вăтам ĕç укçи çинчен калакан справкăсене тĕрĕслеççĕ.

Ĕçсĕррисен пособине ултавлă майпа илсе тăракансене тупса палăртас тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр патшалăх органĕсемпе тата ытти учрежденисемпе, организацисемпе килĕштерсе ĕçлет:

— Налук инспекцийĕсем юридици сăпачĕ тумасăр хăйсене предприниматель пек регистрациленĕ граждансемпе ĕçлеççĕ;

— Пенси фончĕн уйрăмĕсем нумай ĕçленĕшĕн тата ватлăхпа пенси илекенсене тĕрĕслеççĕ;

— ĕçпе тивĕçтерекенсем темиçе çĕрте е гражданла-правăлла килĕшÿсемпе ĕçлекенсене шута илеççĕ.

Çак мероприятисем ĕçсĕррисен шутне кĕме пултарайман тата учетра ĕçсĕр пек тăнă вăхăтрах ĕçленĕ граждансене тупса палăртаççĕ.

Ĕçсĕррисен пособине ултавлă майпа илсе тăнă граждансене тупса палăртсан вĕсене хăйсен ирĕкĕпе укçана каялла тавăрса пама сĕнеççĕ. Вĕсем укçа тÿлеме килĕшмесен халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр право сыхлавĕн органĕсенчен пулăшу ыйтать. Ултавçăсене уголовлă явап тыттараççĕ, укçа-тенке федераллă бюджета каялла тавăрса пама гражданла иск параççĕ.

2011 çулхи январь — октябрь уйăхĕсенче ĕçсĕр 142 çынна тĕрĕсленĕ, ĕçленине пытарнине 5 тĕслĕх тупса палăртнă.

Саккуна хирĕçле майпа илнĕ укçа 5655,54 тенкĕпе танлашнă. Пĕтĕм суммăна хăйсен ирĕкĕпе каялла тавăрса панă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика