Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ темăсене сÿтсе явнă

18 октября 2011 г.

Ĕнер ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев халăха ĕçпе тивĕçтерес сферăра программăсене мĕнле пурнăçласа пыни çинчен пĕлтернĕ, 2009-2011 çулсенче республикăра халăха ĕçпе тивĕçтерес сферăра тĕллевлĕ 5 программăна пурнăçланине палăртнă. Çак çулсенче про¬граммăсемпе пăхнă ĕçсене пурнăçлама 3 млрд та 344,7 млн тенкĕ янă. Ку тапхăртах 24,7 пин хушма ĕç вырăнĕ туса хунă, вĕсем 30 пин ытла гражданина ĕçпе тивĕçтернĕ, 12,1 пин çын тепĕр професси илнĕ. 137,9 пин гражданина ĕçсĕрлĕх пособийĕ тÿленĕ. Профессие вĕренме, çĕнĕ ĕç валли хатĕрлеме тата квалификацие ÿстерме ачана 3 çулччен пăхма паракан отпускри, каярах ĕçе таврăнма палăртакан 933 хĕрарăма янă. Сергей Димитриев каланă тăрăх пысăк пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр - харпăр хăйĕн ĕçĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 6 пин çын ытла хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ. Палăртса хăваратпăр: 2010 çулхи нарăсранпа ĕçсĕр граждансен йышĕ 25534 çынран 9570 çынна çити пĕчĕкленнĕ, ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,4 процента çити чакнă.

ЧР Президенчĕ 3 çулта 400 пин çын ытла, ку республика халăхĕн виççĕмĕш пайĕ, халăха ĕçпе тивĕçтерес сферăра патшалăх пулăшăвĕпе усă курнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хулинче ĕçсĕрлĕх шайĕ уйрăмах пысăк пулнине каланă. «Бизнес-пĕрлĕхе анлăрах явăçтармалла, ĕç вырăнĕсем, çĕнĕ производствăсем уçмалла, тухăçлă ĕçлеме ăнăçлă условисем йĕркелемелле», - тенĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ.

ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов патшалăх тата муниципалитет вĕренÿ учрежденийĕсен педагогика ĕçченĕсене аттестаци ирттермелли çĕнĕ йĕрке çинчен тĕплĕ каласа кăтартнă. Вĕрентекенĕн Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма тата хăй компьютерпа ĕçлеме пĕлнине кăтартма Шупашкара икĕ хутчен кайма тивмĕ, эксперт-ĕçтешĕсем ун патне хăйсем вырăна пырĕç. 2011-2012 çулсенче 9,5 пине яхăн çынна аттестаци витĕр кăларма палăртнă. Çавна май республикăри 7,5 пин педагог хăйсен тупăшне ÿстерĕç. Тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра квалификаци категорийĕсĕр учителĕн /ĕç стажĕ 10-20 çул пулсан/ ĕç укçи 12032 тенкĕпе танлашать, пĕрремĕш категорири вĕрентекенĕн - 12917 тенкĕ, аслă категорипе - 14100 тенкĕ. Паян вĕрентекенĕн уйăхри вăтам шалăвĕ - 13108 тенкĕ /ÿстернине шутласа/.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уй-хирти ĕçсене вĕçлесе пыни, ЧР ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансем Раççейри «Ылтăн кĕркунне - 2011» агропромышленноç эрнин мероприятийĕсене хутшăннин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх çĕр улмине 13451 гектар çинчен /мĕн пур лаптăкăн 82,7 проценчĕ/ пухса кĕртнĕ. Аса илтеретпĕр: Президент муниципалитетсен пуçлăхĕсен умне çĕр улмине ниме мелĕпе пухса кĕртме тĕллев лартнăччĕ. Иртнĕ эрнере çĕр улмине 3255 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, республикăри хуçалăхсен 71 проценчĕ ку ĕçе вĕçленĕ.

Михаил Игнатьев Министрсен Кабинетне вăрлăх хатĕрлес тата çĕр улми пухса кĕртес ĕçсене вăйлатма хушнă.

Чăваш Ен Мускав хулинче «Ылтăн кĕркунне - 2011» курава хастар хутшăннă. Унта 16 конкурс иртнĕ. Республикăри предприятисем тĕрлĕ номинацире 77 медаль илнĕ. 3 кунра 3 млн ытла тенкĕлĕх /2010 çулта - 1,5 млн тенкĕлĕх/ тавар сутнă.


Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика