Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕç - пурнăç тыткăчи

08 октября 2011 г.

Ĕç апат ыйтмасть, вăл хăех тăрантарать, теççĕ. Паллах, алă усса ларнипе çăкăрлăх укçа туса илме çук. Çакна лайăх ăнланаççĕ ялта пурăнакансем, пĕрре те пушă лармаççĕ, укçа ĕçлесе илме çĕнĕ майсем шыраççĕ.

Акă, Урмаел ялĕнче пурăнакан Гузелия Садртдиновна Рахматуллина — мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен уйрăм предприниматель. Çур çул вăл ĕçпе тивĕçтерекен службăра учетра тăнă. Паллаканĕсенчен харпăр хăй ĕçне пуçласа яма паракан субсиди çинчен илтнĕ те, унăн пуçне çĕнĕ шухăш пырса кĕнĕ. Тестировани витĕр тухнă, бизнес-план хатĕрленĕ. Уйăрса панă 58800 тенкĕпе 3 пăру, выльăх апачĕ туяннă, витесене юсанă, çирĕплетнĕ. Çăвĕпе утă хатĕрленĕ çемье, пахчара выльăх кăшманĕ пысăк лаптăкра лартса ÿстернĕ.

Гузелия Садртдиновнăн кашни ирĕ выльăх пăхассинчен пуçланать: вĕсене апат парать, шăварать, витесене тасатать.

— Пăрусемпе вырăсла калаçатăп. Мĕн каланине йăлт ăнланаççĕ,— тет вăл йăл кулса. Ачисем, Ландышпа Динар, айккинче тăрса юлмаççĕ, амăшне пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Уйрăмах ывăлĕ юратать пăрусене, нумай вăхăт вĕсемпе тăрмашса ирттерет. Мăшăрĕ Мускава стройкăна ĕçлеме çÿрет. Килте чухне выльăх пăхассине йăлт хăйĕн çине илет.

Г.Рахматуллина бухгалтера вĕреннĕ пулнă, 5 çул хăйĕн специальноçĕпе «Алга» колхозра вăй хунă. Пысăк ялта ĕçе çухрăм çурăна çÿреме тивнĕ. Ку питех майлă мар пулнă пирки Гузелия Садртдиновна унта ĕçлеме пăрахнă. Ачаран чĕр чунсене, выльăх-чĕрлĕхе юратнă хĕрарăм пăру ÿстерсе сутма шутланă. Унччен çемье лашасем усранă, 5 таранчченех тытнă. Анчах хĕрарăма янаварсене пăхма йывăртарах пулнăран вĕсене усрама пăрахнă.

— Пĕр вăхăт выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнтăмăр: пушă, шăпчĕ картишĕнче. Выльăхсăр урăх пурăнас çук,— пĕлтерет Гузелия Садртдиновна.

Ял пурнăçĕ килĕшет ăна, кунти лăпкăлăх кăмăла каять.

— Чунтан юратакан ĕç тупăнсан йывăрлăхсене çăмăллăнах çĕнтерме пулать,— палăртать ĕçчен хĕрарăм.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика