Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » «Ылтăн кĕркунне» мини-ярмăркка иртнĕ

01 октября 2011 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин «Комсомольски районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ» Чăваш Республикин хысна учрежденийĕн ĕçченĕсем иртнĕ кунсенче вакансисен ярмăрккине йĕркелерĕç. Унта ĕç вырăнĕсене сĕнекен организацисемпе предприятисен представителĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах пухăннисене центр директорĕ Галина Воронова ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа, патшалăхăн ĕçсĕрлĕхе чакарас тĕллевпе хатĕрленĕ программисемпе паллаштарчĕ.

«Кĕркунне вăл — çынна ĕçе вырнаçтарма чи вăхăтлă самант»,— терĕ Минатуллинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçченĕ Валентина Митюкова.

Çак кун ярмăрккана ĕç шыракан 25 çын килчĕ, вĕсенчен 18-шĕ — пирĕн центрта учетра тăракансем. Виççĕшне «Ял хуçалăх производствин тракторист-машинисчĕ» профессие алла илме (вĕренме) ятарлă направлени патăмăр, çавăн чухлех çынна ĕçе вырнаçтартăмăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика