Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçсĕррисене — электронлă пулăшу

30 июля 2011 г.

Августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн республикăра халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче шутра тăракан ĕçсĕррисем, çавăн пекех ĕç паракансем (работодательсем) электронлă майпа патшалăх пулăшăвне (услугисене) илме пултараççĕ. Центра яракан электронлă çырура йышăнăва çырăнма, професси енĕпе юрăхлине тĕрĕслекен теста пурнăçлама, обществăлла ĕçсене хутшăнма ыйтса заявлени çырма юрать. Анчах пĕр условипе — çыннăн алă пуснин электронлă варианчĕ кирлĕ. Ăна кăшт укçа тÿлесе «Ростелекомра» илме пулать. Çапла вара, хаклă вăхăта перекетлесе ĕçпе тивĕçтерекен центра килсе çÿремесĕрех, килте ларсах кирлĕ пулăшу илме май пур.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика