Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ачапа ларнă чухнех вĕренме май пур

23 июля 2011 г.

Паянхи пурнăç таппине ĕлкĕрсе пыма ансатах мар. Ача çуратнă хĕрарăм пепкипе 3 çул таран килте ларнă вăхăтра та нумай улшăну пулса ĕлкĕрет. Ĕçе тухсан вара вăл тĕрлĕ кĕтменлĕхпе тĕл пулма пултарать: ăна урăх ĕçе куçма е вĕренме кайма сĕнĕç. Çакăн пек лару-тăрăва лекекен хĕрарăмсене паян халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр пулăшу пама хатĕр. Ĕç рынокĕнчи çивĕч лару-тăрăва аванлатас тĕллевпе йышăннă ятарлă программа тăрăх, халĕ çамрăк амăшĕсен те декрет вăхăтĕнчех хушма професси илме е квалификацие ÿстерме май пур. Ку мелпе ĕçсĕррисем те, ачапа килте ларакан, çывăх вăхăтра малтан ĕçленĕ предприятирех ĕçлеме палăртакансем те усă кураяççĕ.

Хĕрарăм çак программăна хутшăнайтăр тесен, руководителĕн предприяти адресне, телефонне, 3 çула çитмен ачине пăхакан сотрудникăн ятне-шывне кăтартса пирĕн центра заявлени памалла. Çавăн пекех унăн хальхи профессине тата ăна мĕнле специальность памаллине е квалификацине ÿстермеллине те çырмалла. Кун хыççăн ĕçпе тивĕçтерекен районти центр çав хĕрарăмпа килĕшÿ çырать, ăна вĕрентÿ учрежденине кайма направлени парать. Енчен те пĕр-пĕр хулара е урăх районта вĕренме тивсен, организаципе пурăнмалли вырăн пирки договор тăвать. Çул укçине саплаштарать, вĕреннĕ вăхăтра уйăхсерен 4611 тенкĕ стипенди тÿлет. Паллах, ĕç параканăн малтан хĕрарăмран унăн вĕренес кăмăлĕ пуррине е хăй тăрăшакан предприятирех урăх ĕçе куçма килĕшнине ыйтса пĕлмелле.

Федераллă тата республика бюджечĕсенчен 2011 çулта уйăракан укçа-тенкĕ ĕçе таврăнас текен 35 çамрăк амăшне çĕнĕ специальноçлă пулма е квалификацие ÿстерме çитет.

Тĕплĕнрех 5-13-79 телефонпа шăнкăравласа е Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пырса ыйтса пĕлме пулать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика