Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ăнланулăх ăнăçу кÿрет

12 мая 2011 г.

Республикăра ĕçпе тивĕçтерекен служба йĕркеленнĕренпе нумай пулмасть 20 çул çитрĕ. Пирĕн корреспондент юбилей кунĕсенче Комсомольски районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕпе Николай Витальевич Антоновпа тĕл пулса калаçнă.

- Эпĕ пĕлнĕ тăрăх эсир, Николай Витальевич, патшалăхăн асăннă учрежденийĕнче чылайранпах вăй хуратăр...

- 1991 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Раççейри халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен федераци саккунне йышăнчĕç. Унпа килĕшÿллĕн Мускавра, каярахпа Чăваш хутлăхĕнче ятарлă тытăм туса хучĕç. Çăва тухсан черет районсене те çитрĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен бюро /ун чухне çакăн пек ятлăччĕ вăл/ пуçлăхне мана утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче çирĕплетрĕç. Маларах /1985 çултанпа/ Комсомольски райĕçтăвкомĕнче ĕç тата социаллă ыйтусен пайне ертсе пыраттăм. Унтанпа кĕçех икĕ теçетке çул та çитет.

- Пĕрремĕш утăмсем тунине манса кайман пулĕ-ха?

- Епле манăн! Малтан районти «шурă çуртăн» иккĕмĕш хутĕнче пĕчĕк пÿлĕм уйăрса пачĕç. Путч хыççăн парти райкомне хупрĕç те унтан сĕтел-пукан, шкап, ытти ĕç хатĕрĕ пухса куçарма май килчĕ. Кĕр енне бухгалтер штатне хушрĕç. Тĕрлĕ май тупса халăха çĕнĕ организаци уçăлни çинчен пĕлтерме тытăнтăмăр. Утмăл-çитмĕл çул пирĕн çĕр-шывра ĕçсĕрлĕх те, ĕçсĕрсем çук тесе ăнлантарнă. Паллах, суя пулнă çакă. Ялта пурăнакансене вырăнти колхоз-совхоз нихăçан та кулленхи тата яланлăх ĕçпе тивĕçтереймен. Ют облаç-республикăсене «шапаша» кайма ÿркенмен чăвашпа тутар ураран ÿкиччен ĕçлесе укçа тунă, тырă-пулă турттарнă. Идеологи сĕмĕ тарăнран ĕçсĕр арçынсемпе хĕрарăмсем пирĕн пата та асăрханса кăна кĕрсе тухатчĕç: вăтаннă, ĕç «биржине» килме тивнишĕн намăсланнă. Пĕрремĕш çул эпир 10-15 çынран ытла та шута илеймен. Пыра киле хăнăха пуçларĕç, пирĕн пата хывнă сукмак аванах такăрланчĕ. Ĕç калăпăшĕ ÿснĕрен пÿлĕм те тăвăрланчĕ.Тепре уйăрчĕç. Анчах ку юлашки пуласси çинчен систерчĕç. 1994 çулта Шупашкартан компьютерсем илсе килчĕç. Ăслă çак техника унччен районта çукрахчĕ. «Эмитрон» заводăн администраци çуртĕнче тăватă пÿлĕм арендăна илтĕмĕр. Кунта та вăрах тытăнса тăрасси пулмарĕ - предприяти саланчĕ. Хамăра валли «хÿшĕ» тупас ыйту çивĕч тухса тăчĕ. Район пуçлăхĕ К.Мифтахутдинов райпон общество апатланăвĕн предприятийĕн юхăнса ларакан çуртне сутăн илме сĕнчĕ. 1996 çулта хамăр вăйпа юсанă хыççăн çĕнĕ çĕре куçрăмăр. Паянчченех çакăнта ларатпăр.

- Каçал тăрăхĕнчи ĕçсĕрлĕхе еплерех хаклама май пур?

- Патшалăхшăн та, Комсомольски районĕшĕн те 1995-1997 çулсене йывăр тапхăр тесе шухăшлатăп. Ун чухне чылай предприяти-организаци, çав шутра çĕр-çĕр рабочиллĕ «Лакокраска», «Эмитрон», «Сельхозтехника» тата ытти те, арканчĕ. Ĕçсĕрлĕх статусне панă çынсен шучĕ пĕр вăхăтра сакăр çĕре те çитрĕ. Çĕр-шывра ĕç-пуç йĕркеленме тытăнсан тин пирĕн «çар» самай чакрĕ. Çĕнĕ ĕмĕре кĕнĕренпе центрта шутра тăракансем çулталăк пуçламăшĕнче вăтамран 200-220-рен иртмен. Сезон ĕçĕсем хушăннăран çулла çак кăтартусем тата пĕчĕкленеççĕ. Халĕ, сăмахран, ĕçсĕррисен йышĕнче 168 çын. Çакă районти вăй питти халăхăн пĕр проценчĕпе танлашать. Ку республикăн вăтам кăтартăвĕнчен самай пĕчĕк.

- Иртнĕ виçĕ çулта Раççее тĕнчери экономикăпа финанс кризисĕ самаях силлесе илчĕ. Хура пĕлĕтсем Комсомольскинчен те пăрăнса иртмерĕç пулас...

- Паллах, чылай предприятие йывăр килчĕ. Организацисенче штата пĕ-чĕклетнĕ, çынсене тулли мар ĕç эрни çине куçарнă тĕслĕх чылайччĕ. Çакă ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва та çивĕчлетрĕ. Апла пулин те районта ĕçсĕрлĕх пĕр шайра юлчĕ. Кунта ведомствăн республикăра пурăнакансене 2008-2010 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли тата Чăваш Республикин правительстви халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программисен тивлечĕ пысăккине палăртмалла. Вĕсемпе килĕшÿллĕн виçĕм çул района республикăпа федераци бюджечĕсенчен 7 миллион тенкĕ килчĕ. Палăртнă мероприятисене пурнăçласа пĕлтĕр 1551 çынна ĕçе вырнаçтарнă, аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен тухнă 27 çамрăк специалист тĕрлĕ организацире стажировкăра пулса хăнăху илнĕ. Кунсăр пуçне 1487-шне общество ĕçне явăçтарнă. Çавна май ял урамĕсем чылай тирпейленчĕç, парксемпе скверсем тасалса çуталчĕç, симĕсленчĕç, масарсем йĕркене кĕчĕç. Кирпĕч çапма та, çăкăр пĕçерме те, тыр-пулпа тымар çимĕç пуçтарма та хутшăннă вĕсем. Ĕçрен массăллăн кăларса ярасран 37 рабочие сыхласа хăварни те усăллă утăм пулчĕ. Рынокри кăткăслăха сирме ĕçсĕр гражданинсене пĕчĕк предпринимательлĕх йĕркелеме пулăшни, çын вăйне тата пĕлĕвне кура тупăш çăл куçĕ тупса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Кризиса кĕриччен çак мелпе тăватă çын кăна усă курнă пулсан, пĕчĕк предпринимательлĕхе пуçăнма виçĕм çул - 40, пĕлтĕр вара /икĕ хут ытла ÿстерсе/ 90 çынна 58,8 пиншер тенкĕ куçарса панă. Çивĕчлĕхе сирмелли программăсене кăçал та малалла тăснă.

- Çитĕнĕве ушкăн тăвать теççĕ...

- Пирĕн коллектив пысăк мар, çиччĕн эпир. Клиентсем уйрăмах Ираида Мурзаева аслă инспектор ĕçĕпе кăмăллă. Вăл килекен кашни çынна ăнланать, усăллă сĕнÿсем парать. Опычĕ те пысăк: центрта 18 çул вăй хурать. Надежда Дрябловăпа Лариса Иванова пирки те ырă сăмах нумай каламалла. Учреждение туса хунăранпах тĕп бухгалтерта тăрăшнă Раиса Пермяковăна пĕлтĕр тивĕçлĕ канăва чыслăн ăсатрăмăр. Туслă пулни, пĕр-пĕрне ăнланма пĕлни умри тĕллевсене ăнăçлăн татса пама пулăшать.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика