Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пулăшу пама тăрăшатпăр

11 мая 2011 г.

Тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илнĕ, анчах та ĕçе вырнаçайман çынсем районта сахал мар. Вĕсене районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшма яланах хатĕр. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн пата ĕç шыраса 302 çын килчĕ. Вĕсем хушшинче 16—20 çулхи çамрăксем те, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен пăрахнисем те, предприятисемпе организацисенчен кăларнисем те, пенси çулне çитсе пыракансем те пур.

Кăçал çеç ĕç шыракан тата ĕçсĕр тăрса юлнă 201 çынна ĕçе вырнаçтартăмăр. 34-шне вунă кунлăх ĕç тупса патăмăр.

Районти предприятисемпе, организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Вĕсемпе тÿлевлĕ майпа обществăлла ĕçсем тумалли 12 килĕшÿ тунă. Кунсăр пуçне 87 çынна вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçĕ-хĕлне хакласа тĕрлĕ цифрăсем илсе кăтартма пулать. Эпир пĕтĕм ÿсĕмри çынсене пулăшу пама тăрăшатпăр. Çул çитмен ачасене те, тин çеç шкул пĕтернисене те, професси пĕлĕвĕ илнĕ çамрăксене те ĕç тупма пулăшатпăр.

Вăхăтлăх ĕçсĕр тăрса юлнă 15 çынпа предприниматель ĕçĕпе тăрăшасси пирки консультаци ирттертĕмĕр. Вĕсем хăйсем тĕллĕн ĕçлесшĕн. Кăмăлĕсем, шухăшĕсем пур. Вĕсене те малтанлăха ал-ура çавăрса яма укçа-тенкĕ пулăшăвĕ патăмăр. Предприниматель ĕçĕпе тăрăшас кăмăллă 43 çынна валли районти ĕçпе тивĕçтерекен центр 58800-шар тенкĕ уйăрнă.

323 çын профессиллĕ ориентаци, 14-шĕ социаллă адаптаци программисем урлă тухнă. Унта специалистсем кирлĕ сĕнÿсем панă.

Центрта вакансисен ярмăркисене ирттересси те йăлана кĕнĕ. Кăçал çеç çак мероприяти 3 хут пулчĕ. Унта 86 вакансие пăхса тухнă. Кăмăла кайсан, пĕлÿ шайĕпе, специальноçпа килĕшсен унта ĕç вырăнĕ тупма май пулнă.

Ĕçсĕр тăрса юлнисене, ĕç шыракансене эпир пулăшма хатĕр. Пирĕн пата килĕр, канашлăр. Эпир кирлĕ сĕнÿсем парăпăр. Сирĕншĕн ĕçлĕпĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика