Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçсĕррисене пулăшу кÿрĕ

02 апреля 2011 г.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçлекенсем кашни çыннăн ыйтăвне тарăн тишкереççĕ, хăйсен тивĕçĕсене яваплăха туйса тăваççĕ. Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарас шутпа, юлашки виçĕ çулта чылай ĕç тунă. Пирĕн районта та ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем çулталăк пуçланнăранпа тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ.

Акă мартăн 16-мĕшĕнче район администрацийĕн çуртĕнче пĕр-пĕр çĕнĕ ĕç пуçарас текенсен техникăпа экономика никĕсне (ТЭО) хакланине тата ĕç пуçарса яма укçа-тенкĕ (субсиди) пама ыйтса çырнисене ĕçлĕ ушкăн ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Унта пурĕ ĕçсĕррисен 24 заявленине пăхса тухса ырланă. Çывăх вăхăтра вĕсенчен кашнийĕшĕ 58,8 пин тенкĕ илсе усă курма пултарĕ.

Ĕçпе тивĕçтермелли патшалăх политикине пурнăçа кĕртни кĕске вăхăтрах районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхлатма, обществăри социаллă çивĕчлĕхе пĕчĕклетме май парĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика