Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вăхăтлăх ĕç тупса параççĕ

26 марта 2011 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин районти центрĕ ĕçсĕр тăрса юлнисене обществăлла ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе те ĕçлет. Çулталăк пуçланнăранпа ку енĕпе Комсомольски, Чĕчкен, Урмаел, Шурут, Александровка ял поселенийĕсен администрацийĕсемпе, «Комсомольски районĕн управляющи компанийĕ» ОООпа, район администрацийĕпе килĕшÿсем тунă. 8 çынна направлени парса кĕске вăхăтлăх обществăлла ĕçсене вырнаçтарма май килнĕ. Чи малтанах инвалидсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне, çул çитмен ачасем ÿстерекенсене, айăплав вырăнĕсенчен таврăннисене, 18 çул çитмен çамрăксене, пуçласа ĕçе пуçăнакансене пулăшма тăрăшаççĕ. Хальлĕхе вăхăтлăх ĕç тупса парас тĕлĕшпе 2 договор тунă, 1 çынна ĕçе вырнаçтарнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика