Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Центр пулăшнипе хăйсен вырăнне тупаççех

10 марта 2011 г.

Хальхаççăн çеç Мускав облаçĕнчи Краснознаменск хулинче професси вĕренĕвĕ пирки ирттернĕ канашлура Раççей Президенчĕ Д.А.Медведев çĕр-шыври ĕçсĕрлĕх чакса пыни, вăл кризис умĕнхи шая çитни çинчен пĕлтерчĕ. Апла пулин те патшалăх ертÿçине çакă пĕрре те лăплантармасть. «Ĕç рынокĕнчи лару-тăру çав-çавах çивĕч. Çавăнпа эпир ăна тĕплĕн сăнаса тăратпăр кăна мар, ĕçсĕр юлнă кашни çын производствăна тепĕр хут таврăнма пултартăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тивĕçлĕ», - палăртрĕ Дмитрий Анатольевич.

Комсомольски районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр пуçлăхĕпе Николай Витальевич Антоновпа пуçланă калаçу та çакăн пиркиех пычĕ.

- Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене пулăшма тĕрлĕ майпа усă курма тăрăшатпăр, - пĕлтерет центр уçăлнăранпах асăннă патшалăх учрежденине ертсе пыраканскер. - Кунта, паллах, республикăра пурăнакансене 2007-2010 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомство тата Чăваш Республикинче 2010 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программăсен тивлечĕ пысăккине палăртмалла. Эпир вара хамăр ума лартнă тĕллевсене пур енĕпе те пурнăçлама тăрăшрăмăр. Паян акă Аслă Каçал тăрăхĕнче ĕçсĕррисен йышĕ вăй питти халăхăн 1,09 проценчĕпе танлашать. Чăн та, çак хисеп те вĕçĕмсĕр пĕр пек тăмасть. Яланхи пекех кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта ĕçсĕррисен йышĕ ÿсет, çулла - чакать. Сезонлă ĕçсем хушăннипе, çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупăннипе е вĕсене пĕтернипе çыхăннине ăнланатпăр ĕнтĕ...

Пĕлтĕр ĕçпе тивĕçтерекен центра 1262 çын килнĕ /2009 çулхинчен 252 арçынпа хĕрарăм сахалрах/. Тепĕр кăтарту та хăйне евĕр: официаллă майпа регистрациленĕ граждансенчен 455-шĕ е 51,7 проценчĕ ĕçрен хăйсен ирĕкĕпе тухнă. Предприяти-организацире штата чакарнипе е пĕтернипе алăк хăлăпĕ çине кăтартнисем пурĕ те çитмĕлĕн кăна. Тепĕр çавăн чухлĕ професси вĕренĕвĕн пуçламăш, вăтам тата аслă пĕлĕвне илнисем - пуçласа ĕç шыракансем - пуçтарăнаççĕ. Ытти çулсенчи пекех, пысăкрах пайĕ - хĕрарăмсем, 483-ĕн. Çамрăк та пайтах: вун улттăран пуçласа çирĕм тăххăра çитейменнисем - 43,1 процент. Пенси çулне çывхаракансем /3,5 процент/ тата сусăрсем те /3 процент/ пур.

Центр пулăшнипе пĕлтĕр 892 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Ĕç рынокĕнчи çивĕч лару-тăрăва йĕркелесе пыма ĕçсĕр граждансене пĕчĕк предпринимательлĕхе йĕркелеме пулăшни, çын вăйне, опытне тата пĕлĕвне кура харпăр хăй валли чун канăçлăхĕ тата тупăш çăл куçĕ шыраса тупни - пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. 2008 çулта /кризиса кĕриччен/ çак майпа пурĕ тăватă çын кăна усă курнă пулсан, Чăваш Енре ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли правительство программине пурнăçласа виçĕм çул Комсомольски районĕнче пĕчĕк предпринимательлĕхе пуçăнма 40 çынна, пĕлтĕр вара 90 çынна 58800-шер тенкĕ укçа куçарса панă. Ялта пурăнакансем çак майпа усă курса выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç, улма-çырла туса илеççĕ. Тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсене йĕркелекенсем, строительство материалĕсем хатĕрлекенсем, сĕтел-пукан ăсталакансем те тупăнаççĕ.

Ĕçсĕррисен статусне илнĕ çынсен пĕр пайне профессие вĕрентес, специальноç пуррисене теприне хăнăхтарас, квалификацие ÿстерес енĕпе те Каçалсем пысăк опыт пухнă. Иртнĕ çул кăна 88 çамрăк вĕренÿ заведенийĕнче тÿлевсĕрех тракторист-машинист, электрогазосващик, слесарь-монтажник, сутуçă-кассир, повар-кондитер, бухгалтер профессийĕсене алла илнĕ. Çакăн йышши ăстасем Çурçĕрти регионсемпе кăнтăрти облаçсенче кăна мар, хамăр тăрăхра та чылай кирлĕ. Аслă пĕлÿ дипломĕ аван. Анчах халĕ инновации технологийĕсем аталанакан саманара пысăк квалификациллĕ рабочисем чылай сумлă.

Николай Витальевич пĕлтернĕ тăрăх ĕçрен йышлăн кăларса яма пултаракан предприяти-организацисенчи 128 çынна пĕлтĕрех вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ, профессин вăтам тата аслă пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернĕ 17 каччăпа хĕре ĕçе хăнăхтарас тĕллевпе ултă уйăхлăха стажировкăна янă, 115 çынна общество ĕçĕсене явăçтарнă. Кунсăр пуçне хĕллехи тата çуллахи каникул вăхăтĕнче е пушă самантра тĕрлĕ организаципе килĕшÿсем туса 353 ачана вăхăтлăх ĕç тупса панă. Çакă та паха: вĕсен хушшинче сахал тупăшлă, ашшĕсĕр е амăшĕсĕр, ăнăçсăр çемьесенчен тухни те пайтах.

Ĕçсĕррисене професси ориентацийĕ парас, психологи хÿтлĕхĕпе, социаллă адаптаципе тивĕçтерес енĕпе те пайтах тăрăшаççĕ центр специалисчĕсем. Кунта опытлă профконсультантсем килсе тăтăшах ĕç вырнаçăвĕн мелĕсене вĕрентеççĕ, рынокри лару-тăрупа паллаштараççĕ, çынсемпе хутшăнмалли мелсене кăтартаççĕ. Тĕслĕхрен, «Çын хăйне хăй хаклама пĕлни», «Чăрмавсене парăнтарни», «Хĕрарăм тата карьера» тренингсене 50 яхăн çын хутшăннă. Вĕренÿ тата вакантлă вырăнсен ярмăрккисен, «Эпĕ професси суйлатăп» акцисен усси те пысăк.

Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелемелли мероприятисем кăçал та малалла тăсăлаççĕ. Вĕсене пурнăçлама Комсомольскисем çĕнĕ çултанах хастар пикеннĕ.



Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика