Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать

27 ноября 2010 г.

Ĕç рынокĕнчи кăткăслăха чакармалли республикăн тĕллевлĕ программи 2009—2010 çулсенче пирĕн районти 130 ĕçсĕр çынна хăйсен ĕçне йĕркелесе пултарулăхне тĕрĕслесе пăхма май парĕ. Çак тĕллевпе федераци бюджечĕ субсиди шучĕпе 7,7 млн ытла тенкĕ уйăрнă.

Кăçал Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствипе пĕрле хевтесĕр çынсем хушшинче харпăр хăй ĕçне йĕркелемелли «Чи лайăх проект» конкурсне ирттерет.

Унта хутшăнакансем — харпăр хăй ĕçне йĕркелеме кăмăл тунă тата ĕçлев центрĕнче регистрациленнĕ инвалидсем. Тупăшу вăхăтĕнче ку енĕпе хатĕрленĕ чи лайăх проектсене суйласа илеççĕ. Çĕнтерÿçĕсене ĕçлев служби финанс пулăшăвĕн шучĕпе ĕçсĕрлĕх пособийĕн çулталăкри чи пысăк виçине парать (58800 тенкĕ).

Республика шайĕнче мала тухнă сусăрсем унсăр пуçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн «Харпăр хăй ĕçне йĕркелемешкĕн пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пуçăнакан субъектсене грант памалли йĕркене çирĕплетесси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн хушма хавхалантарăва — укçа грантне тивĕçлĕ пулĕç.

Ĕссĕр çын статусне районта пĕлтĕр 30 инвалид илнĕ, кăçал — 41-ĕн. Вĕсенчен 10-шĕ харпăр хăй ĕçне йĕркелеме кăмăл турĕ. Вĕсем ытларах выльăх-чĕрлĕх усраса, хурт-хăмăр пăхса тупăш илесшĕн, пĕри право тĕлĕшпе çынсене тÿлевлĕ пулăшу парать.

Ятарлă комисси район çĕнтерÿçине палăртнă ĕнтĕ, вăл — Чĕчкен ялĕнче пурăнакан 3-мĕш ушкăнри инвалид Шамиль Юнусов. Вăл килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх нумай усрать, ытлашши какая уйрăм çынсене сутса укçа тăвать.

Хальхи вăхăтра республикăра конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Тупăшу кăçалхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет. Унта тăратнă материалсене кашни критери тăрăх 10 баллă системăпа хаклаççĕ. Чи нумай балл пухни çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçет. Пĕтĕмлетÿсене Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕнче — декабрĕн 3-мĕшĕнче тăваççĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ. Çак тупăшура Шамиль Юнусова ăнăçу сунатпăр.


Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика