Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçсĕрлĕх чактăр тесе тăрăшаççĕ

20 ноября 2010 г.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта ир-ирех халăх лăк тулли. Паянхи кун, йывăр саманара, çын хăй тĕллĕн кăна ĕç тупма çăмăл маррине аван пĕлет. Енчен те професси çук пулсан —уйрăмах. Юлашки çулсенче штата пĕчĕклетекен, рабочисемпе служащисене алăк хăлăпĕ çине кăтартакан пуçлăхсем тупăнсах тăраççĕ.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра Н.В.Антонов чылай çул ертсе пырать. Вăл темиçе çул ĕнтĕ республикăра чи лайăххисен шутĕнче. Кăçал та, январь — октябрь уйăхĕсен кăтартăвĕсемпе, республикăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Паянхи ĕç-хĕл çинчен пĕлес тесе эпĕ центр директорĕпе Николай Витальевич Антоновпа тĕл пултăм.

— Иртнĕ çул Сирĕнпе курса калаçнăччĕ ĕнтĕ эпир. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, ĕçсĕрлĕх пирĕн районта республикăрипе танлаштарсан, чи пĕчĕкки. Кунта, паллах, центрти ĕçченсен тÿпи те пысăк.

— Çапла, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕсем 10 уйăхра пысăк ĕç турĕç. Кăçал кăна 1123 арçынпа хĕрарăма шута илтĕмĕр. 2010 çулта организацисемпе предприятисем 821 пушă ĕç вырăнĕ пулни пирки сведенисем пачĕç. Штата пĕчĕклетес пирки 16 предприяти çырса пĕлтерчĕ, 62 çынна ĕçрен хăтарас пирки пĕлтернĕ унта. Центрти ĕçченсем тăрăшнипе 820 çын ĕçе вырнаçрĕ.

— Камсем-ха вĕсем — ĕçсĕррисем.

— Раççей Федерацийĕн халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен йышăннă саккунĕн 3-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, ĕçсĕр тата тупăшсăр пурăнакан, ĕçе пуçаруллă шыракан тата ăна пуçăнма хатĕр тăракан сывлăхлă граждансене ĕçсĕррисен статусне параççĕ. Ĕçсĕрлĕхшĕн паракан пособи ĕç шыранă тапхăрта вăхăтлăх пулăшу кÿмелли мера шутланать. Анчах та çакна пĕлсе тăрсах ĕçпе тивĕçтерес пирки йышăннă саккун нормисене пăсакансем, ултав çулĕ çине тăрас текенсем те тупăнаççĕ.

Уйрăм граждансем вăтам ĕç укçи пирки пысăклатнă справкăсем тăратса, центрта шутра тăнă чухне тата ĕçсĕрлĕхшĕн пособи илсе пурăннă тапхăрта хăй ĕçлĕ пулнине пытарса, суя документсем парса (çав шутра – улталаса çырнă ĕç кĕнеки), черетлĕ регистрацие вăхăтра килменнине ĕнентерме суя документ кăтартса, пособие пăрахăçламалли фактсене пытарса улталаса ĕçсĕрлĕх пособине илме хăтланаççĕ.

— Николай Витальевич, çавăн пек тĕслĕхсем ан пулччăр тесе мĕнле мероприятисем ирттеретĕр.

— Янтă укçана хапсăнакансен çулне пÿлес тĕллевпе специалистсем районти шалти ĕçсен пайĕпе, прокуратурăпа, налук инспекцийĕпе, Пенси фончĕпе, опекăпа попечительлĕх органĕсемпе, район тата ял поселенийĕсен администрацийĕсемпе, ытти учрежденисемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Хăйсем ĕçленине пытарса тăнă тата улталаса ĕçсĕрлĕх пособийĕ илсе пурăннă тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе эпир кăçал кăна 79 ĕçе тĕпчесе тухрăмăр. Пире шăнман пăр çине лартса ярас текен 4 çын тупăнчĕ. Вĕсем ĕçсĕрлĕхшĕн пособи илсе пурăннă тапхăртах ĕçлĕ пулнине пытарнă. Çапла майпа саккуна пăсса 4896 тенкĕ те 64 пус пособи илнĕ. Ăна вĕсем пĕтĕмпех хăйсен ирĕкĕпе тавăрса пачĕç.

Тăрă шыв çине кăларнă мĕн пур материала эпир шалти ĕçсен пайне пĕлтерме тивĕçлĕ. Ют пурлăха улталаса (мошенничество) вăрланăшăн (улталаса ĕçсĕрлĕх пособине илсе тăни шăпах çавă шутланать те ĕнтĕ) пакунлă çынсем уголовлă ĕç пуçарса суда ярса панă.

Иртнĕ çул пĕр хĕрарăм, ĕçлеме вырнаçсан та центра черетлĕ регистрацие вăхăтра пырса çÿренĕ, хăй ĕçлеме пикенни çинчен пĕлтерме «манса кайнă». Çак майпа вăл пĕр уйăх ытла 3161 тенкĕ те 29 пус ытлашши пособи илсе тăнă. Ăна вăл суд пуличченех патшалăха тавăрса панă, суд ăна айăпласа 2500 тенкĕ уголовлă штраф тÿлемелле тесе йышăннă.

— Сирĕн центр тĕллевлĕ программăсемпе епле ĕçленипе паллаштарсамăрччĕ.

— Тĕнчери финанспа экономика кризисĕн вăхăтĕнче тĕрлĕ харпăрлăхлă организацисен умне тухса тăнă чăрмавсене сирме 2009 çулта Чăваш Республикинче халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программăна пурнăçласа кĕске хушăрах района пысăк укçа (5,6 млн тенкĕ) килнине те каласа хăварас килет. Çакă мĕнпурĕ 50 предприяти-организаципе тата учрежденипе 66 килĕшÿ туса 579 çынна вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме май пачĕ.

2 предприяти (организаци) тĕлĕшпе уйăрса панă укçа-тенкĕпе тĕллевсĕр усă курнă пирки уголовлă ĕç пуçарнă, судра пăхса тухнă. Суд пуличченех вĕсем илнĕ укçана (295,1 пин тенке яхăн) хăйсен ирĕкĕпе тавăрса пачĕç.

Çавăн евĕрлĕ тĕллевлĕ программа республикăра кăçал та пур. Унпа килĕшÿллĕн районти 12 предприяти-организаципе 13 килĕшÿ турăмăр. Ку 126 ĕçлекене вăхăтлăх ĕçсемпе тивĕçтерме тата 17 çамрăк çынна стажировкăра тивĕçлĕ хăнăху илме май туса пачĕ. Мĕнпурĕ кăçал вăл ĕçсене туса ирттерме 2,3 млн тенкĕ уйăрнă.

Куратăр ĕнтĕ, саккун çирĕп ыйтать, çавăнпа пурнăçра тÿрĕ кăмăллă пулнине нимĕн те çитмест.

— Николай Витальевич, çамрăксем хушшинчен ĕçсĕрлĕх пирки сăмах хускатрăмăр.  

— Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн çамрăксене ĕçе вырнаçма уйрăмах кансĕр. Профессин вăтам пĕлĕвне илнисене те çăмăл мар.

Пĕрремĕшĕнчен, çамрăк специалистсен пысăк пайĕ пахалăх параметрĕсемпе ĕç рынокĕ ыйтнине тивĕçтереймест. Вĕренÿ процесĕ производство никĕсĕпе килĕшсе тăманнипе, хăнăху, практика тата опыт пулманнипе диплом илнĕ çамрăксен специальноçпа хăйсене тивĕçтерекен ĕç тупмашкăн шанăç çукпа пĕрех. Вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернисем ĕçсĕрлĕх серепине çакланнин сăлтавĕсем çакăнта.

— Калаçушăн тавтапуç Сире. Ĕçре ăнăçу сунатăп, районти ĕçсĕрлĕх кăтартăвĕ тата та чакса пытăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика