Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Патшалăх паракан çăмăллăхпа усă курмалла

21 сентября 2010 г.

image #1489Хаçат ĕçĕ-хĕлĕпе Комсомольски районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрне кĕрсен унта ытларах хĕрарăмсемпе хĕрсем çÿренине куратăп. Шкул çулне çитмен ачасене çавăтса пыракан та пур.

- Нимĕн тĕлĕнмелли те çук, - тет Николай Витальевич Антонов директор. - Пурнăç чăнлăхĕ çапларах. Çак лава туртма пикеннĕренпех /вăл кунта 1991 çултанпа вăй хурать/ ĕçсĕррисен “çарĕнче” - этемлĕхĕн черченкĕ пайĕ ытларах. Кăçал 1041 çынна шута илнĕ /килекен, паллах, нумайрах/, вĕсенчен 532-шĕ - хĕрарăмсем...

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне ĕçсĕррисен статусне илнисем 173 çын пулнă. Вĕсенчен 60 проценчĕ - хĕрарăмсем. Тăххăрăшĕн - виççĕ тултарман пепкисем, 34-шĕн - çул çитмен ачисем пур. Вĕсене вара тăрантармалла, тумлантармалла... Пурте тенĕ пекех вăй питти - вун улттăран пуçласа вăтăр çула çитменнисем кăна 44-ăн, ыттисен те кĕлеткере юн вĕрет.

Хĕрарăмсенчен 17-шĕ аслă шкул пĕтернĕ: сакăр экономист, икĕ филолог, пĕр юрист, пуçламăш класс, истори, ÿнер ăсталăхĕн вĕрентекенĕсем, агрономпа технолог. Кунсăр пуçне вăтам вĕренÿ заведенине /техникум е колледж/ пĕтернисем - 34 специалист, училищĕсенче пĕлÿ пухнисем 14 çамрăк. Тĕлĕнмелле пысăк потенциал!

- Вăрттăнлăх мар: арçын чылай ирĕклĕрех, - калаçать малалла Николай Витальевич. - Ÿркенмесен хамăр тăрăхрах икĕ алла пĕр киленĕç тупма май пур. Йывăр ĕçе кÿлĕнме хăраманнисем ют регионсемпе хуласене кайма пултараççĕ. Кил вучахне упракансен майĕ-меслечĕ самай хĕсĕк. Ялта пурăнакан хĕрарăмăн картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, сак тулли ачи-пăчи, теприсен ватă, чирлĕ ашшĕ-амăшне пăхмалла.

Çак самантсене Николай Антонов тата учреждени специалисчĕсем Ирина Мурзаева, Надежда Дряблова, Наталья Мадюкова, Галина Гусева, Луиза Матвеева, Лариса Иванова тĕп бухгалтер /сăмах май, коллективра хĕрарăм ытларах, арçынсем пурĕ те иккĕн çеç: директор тата водитель/ куллен асра тытаççĕ. Çынсене кăмăла тивĕçтерекен ĕç шыраса тупма, ĕç паракансене пултаруллă ĕçчене суйласа илме, патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курма май туса парас тесе тăрăшаççĕ. Хĕрарăмсем валли центрта психологи пулăшăвĕн, социаллă тата ĕçе хăнăхтаракан тĕрлĕ программа хатĕрленĕ. “Хĕрарăм тата карьера” тренингсем, “Ĕçе вырнаçмалли технологи” семинарсем час-часах ирттереççĕ. Темиçе куна тăсăлакан çак мероприятисене Шупашкарти “Аспект” вĕренÿ центрĕн психологĕсемпе ăстисем хутшăнаççĕ. Занятие тĕрлĕрен йĕркелеççĕ: ĕç тата роль вăййисем, психогимнастика упражненийĕсем, диагностика, уйрăм тата ушкăн заданийĕсем, ситуаци анализĕ тата ытти те. Çаксем, паллах, хĕрарăмсене ĕç имиджне аталантарма, карьерăн модельне калăплама чылай пулăшаççĕ. Кăçал асăннă çăмăллăхсемпе 23-ĕн усă курнă.

Центр хĕрарăмсене пуçласа професси илме е урăххине хăнăхма чылай пулăшать. Арçынсем нумай чухне техникăпа çыхăннă курссене суйлаççĕ пулсан хĕрсене суту-илÿ кассирĕ, сутуçă, повар-кондитер, бухгалтер специальноçĕсене алла илме сĕнеççĕ. Газ котельнăйĕн операторĕ пулас текен те сахал мар. Пысăк хуласене кайса парикмахера, маникюршăна тата ытти профессие вĕренме май пур. Патшалăх мĕн пур тăкака /стипенди, çул укçи парать, вĕреннĕшĕн тÿлет/ саплаштарать. Пĕлтĕрпе кăçал центр урлă аллă ытла çынна вĕрентсе кăларнă.

Ĕç рынокĕнчи лару-тăру çивĕчлĕхне пусарма граждансене хăйсен ĕçне пуçарса яма патшалăх субсиди панине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çакă Чăваш Ен Правительствин республикăри халăха 2009-2010 çулсенче ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу памалли тĕллевлĕ программин пĕр пайĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал Комсомольски районĕнче 90 çын 58800 тенкĕшер укçа илнĕ. Çак йышран кашни виççĕмĕшĕ - хĕрарăм. Вĕсем арçынсемпе танах вăкăр самăртаççĕ, сысна ĕрчетеççĕ, вĕлле тытаççĕ. Кайăк-кĕшĕкпе кролик какайне хатĕрлесе сутакансем виççĕн. Хĕрарăмсем вăйне, пĕлĕвне, ăсталăхне кура çакăн евĕр чун канăçлăхĕ тата тупăш çăл куçĕ тупни, паллах, пысăк çитĕнÿ.

Кунсăр пуçне хĕрарăмсене общество ĕçне те анлăн явăçтараççĕ. Парксемпе урамсене, масарсемпе стадионсене, халăх йышлă çÿрекен ытти вырăна тирпей-илем кĕртес тата хитрелетес ĕçре вĕсем - тĕп вăй. Кун пек чухне центр çеç мар, предприяти-организаци те укçа-тенкĕпе хавхалантарма май тупать. Çакă çемье бюджетне çирĕплетмелли тепĕр меслет. Яланлăх ĕçе вырнаçса юлакан та сахал мар. Ĕç рынокĕнчи кăткăс лару-тăрăва ансатлатма пулăшакан программăсене хутшăнтарни нушана лекнĕ Каçал хĕрарăмĕсене пурнăçри вырăнне тупма пулăшать.

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче республикăри ĕçпе тивĕçтерекен служба коллегийĕ черетлĕ ларăва Комсомольскинче ирттернĕ. Унта хутшăнакансем тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнипе пĕрлех коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, ăна пысăк хак панă. Центр хĕрарăмсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе тытса пыракан çул-йĕрпе ытти район-хулара та анлă усă курмаллине палăртнă.


Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика