Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ултавлă майпа укçа илнĕшĕн айăплаççĕ

18 августа 2010 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче регистрацине тăнă ĕçсĕр граждансем саккунсăр майпа илнĕ пособи патшалăх бюджетне сиен кÿрет. Çакăн пек ултавпа кĕрешесси — актуаллă проблема.

Пирĕн районта та патшалăх службинчен суйса укçа илес шухăшлă çынсем тĕл пулаççĕ. Çавăнпа саккунсăр майпа пуясшăннисене тăрă шыв çине кăларма тĕрлĕрен мелсемпе усă куратпăр. Чи малтанах ĕçсĕр çынсене эпир тĕрĕслесех тăратпăр. Налук службипе, социаллă хÿтлĕх пайĕпе тата Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕпе тачă çыхăну тытатпăр. Шалти ĕçсен органĕсемпе те пĕрле ĕçлетпĕр. Ултавçăсене маларах тупса палăртмалла. Çавăнпа «Катарсис» программа комплексĕпе те усă куратпăр. Вăл ĕçленĕ вăхăтра пособи илсе тăнине палăртма пултарать.

Патшалăха улталаса ĕçсĕр çын тесе укçа илни преступлени шутланать. Çавăнпа бюджета сиен кÿрекен граждансене хирĕç активлă кĕрешÿ пуçланă. 2010 çулхи çурлан 1-мĕшĕччен ĕçсĕр 66 çынна тĕрĕсленĕ. Çак шутран тăваттăшĕ саккуна пăснине палăртнă. 2010 çул пуçланнăранпа (утă уйăхĕчченех) пурĕ пĕрле патшалăха 4896 тенкĕ те 64 пуслăх сиен кÿнĕ. Пĕтĕм укçине каялла тавăрса пама тивнĕ.

2010 çулхи утă уйăхĕнче судра пĕр хĕрарăмăн ĕçне пăхса тухнă. Вăл пособисĕр пуçне ĕç укçи те илнĕ. Çакăн пек суйса хĕрарăм Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 3161 тенкĕ те 29 пуслăх сиен кÿнĕ. Суд ăна тата 2500 тенкĕ штраф тÿлеттерме палăртнă.

Ултавлă майпа пособи илни — преступленисен пĕр тĕсĕ. Тÿрĕ кăмăллă пулнине нимĕн те çитмест пурнăçра.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика