Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Ибресинском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                                                            

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Граждансене - хушма гарантии

16 июля 2013 г.

Раççей Федерацийĕн «Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен» саккунне халăха ĕçе вырнаçма пулăшас енĕпе граждансене хушма гаранти парассипе çыхăннă улшăнусем кĕртнĕ.  

Кăçалхи утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн «Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен» саккунне пенсионерсен ĕçлев тĕлĕшпе çыхăннă хушма прависене пырса тивекен улшăнусем кĕртекен документа алă пуснă. Халĕ ĕçпе тивĕçтерекен органсен ватлăхри ĕç пенсине тухнă тата производствăна таврăнас тĕллевлĕ ĕçлемен граждансене професси вĕренĕвне тÿлевсĕр яма тата профессин хушма пĕлĕвне пама ирĕк пур.

Ку енĕпе пенсионерсен хушма прависене пурнăçлассипе тата ĕçлев саккунĕсенчи ытти улшăнупа паянхи кăларăмра Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Наталья Евгеньевна ТАРАКАНОВА паллаштарать.

 

Чăн та, федерацин 2013 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 162-мĕш саккунне алă пуснă хыççăн Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн органĕсене граждансен уйрăм категорийĕсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе хушса чылай полномочи панă.

Чи малтанах çакă нумай ачаллă ĕçсĕр ашшĕ-амăшне, сусăр ача çитĕнтерекенсене пепкисене воспитани парассипе çыхăннă тивĕçсене ĕçленипе пĕр вăхăтрах пурнăçламашкăн условисем туса парассине пырса тивет. Раççей Федерацийĕн Ĕç министерствин сĕнĕвĕсемпе килĕшÿллĕн асăннă мероприяти темиçе çул пурнăçланса пырать ĕнтĕ. 2011-2012 çулсенче ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли хушма мероприятисем тăрăх граждансен асăннă категорийĕсем валли Чăваш Енре ятарлă 265 вырăн йĕркеленĕ. Вĕсене оборудованипе пуянлатмашкăн тата хăтлăх кĕртмешкĕн ĕçпе тивĕçтерекен тăкакланнине бюджет укçи-тенкипе /95% - федераци шучĕпе/ саплаштарнă. 2013 çултан тытăнса федераци центрĕ нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ тата сусăр ывăл-хĕр çитĕнтерекенсем валли ĕç вырăнĕ майлаштарма янă укçана саплаштарма пăрахнă май хăш-пĕр субъектра асăннă мел пăчланса ларчĕ.

Ачалăхпа амăшлăха хÿтĕлес тĕллевпе республика Правительстви Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби 2013-2015 çулсенче граждансен асăннă категорийĕсем валли çуллен 50 вырăнран сахал мар йĕркелес тĕлĕшпе тунă сĕнĕве ырларĕ, çак тĕллевпе Чăваш Республикин бюджетĕнчен 4500,0 пин тенкĕ уйăрма палăртрĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта организацисенче 32 вырăн туса хунă, çакна валли республика бюджетĕнчен пĕр миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă.

Пенсионерсене патшалăхăн хушма пулăшăвĕпе тивĕçтерессине илес тĕк çакă - Раççей Правительствин пач çĕнĕ пуçарăвĕ. Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕн саккунне малалла вăй хурас тĕллевлĕ пенсионерсен прависене анлăлатакан положени кĕртнĕ - вĕсене профессие тата хушма профессие тÿлевсĕр вĕренме ирĕк панă. Çакна тивĕçмешкĕн Раççей Федерацийĕн саккунĕсем тăрăх ватлăхри ĕç пенсийĕ памалла тунă ĕçсĕр тата малалла вăй хурас тĕллевлĕ граждансен пирĕн службăн хăйсем пурăнакан вырăнти органне каймалла, тивĕçлĕ документсем /паспорт, ĕç кĕнеки е ăна ылмаштаракан документ тата ватлăхри ĕç пенсине памалла тунине çирĕплетекен ĕçлĕ хут/ кăтартмалла.

Федерацин çÿлерех асăннă саккунне улшăнусем кĕртнĕ хыççăнах Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби пенсионерсене ĕç рынокĕ ыйтакан профессисене /специальноçсене/ вĕрентессине йĕркелес тĕллевпе Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программине корректировкăлама тытăнчĕ. Çакна пурнăçламашкăн Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа уйăрма республика Правительствине сĕнÿ панă. Унсăр пуçне асăннă саккунра призывпа çар службинче пулнă граждансене хĕсметрен таврăннă хыççăн виçĕ çул иртиччен професси вĕренĕвне приоритетлă йĕркепе каймашкăн ирĕк панă. Ĕçлев службин органĕсем янипе çар çынни пулнă 150-200 çын çуллен профессин хушма пĕлĕвне илет. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ун пеккисем 72-ĕн пулнă. Право специалисчĕсем, çав шутра пĕтĕм тĕнчерисем те, общество организацийĕсем, влаç тытăмĕсем чылай вăхăт сÿтсе явнă чи кирлĕ те тĕплĕ ыйтăва тинех пайăрласа пĕтĕмлетрĕç тата вăл саккун тĕлĕшĕнчен вăй илчĕ. Çапла паян ирĕклĕ ĕç вырăнĕсем е ваканси должноçĕсем пирки дискриминаци сĕмĕ пур пĕлтерĕве сарма юрамасть.

Вакансисен информацийĕ çыннăн прависене чикĕлеме тата арлăх, раса, ÿт тĕсĕ, нацилĕх, чĕлхе, ăрат, пурлăх, çемье, социаллă лару-тăру тата должноç, ÿсĕм, пурăннă вырăн, тĕне ĕненни-ĕненменни, шухăш-кăмăл, общество пĕрлĕхне е социаллă ушкăна хутшăнни-хутшăнманни тăрăх, çавăн пекех ĕç пахалăхĕпе çыхăнман ытти енĕпе чи малтан ăна тивĕçме ирĕк памасть.

Çакна пăхăнман граждансене Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен саккунĕпе явап тыттараççĕ. Ертÿçĕсене ĕçпе тивĕçтерекен органсене пушă вырăн тата ваканси должноçĕ пирки кăтартусем тăратнă чухне асăннă саккун ыйтнине пурнăçлас енĕпе тимлĕрех пулма сĕнетпĕр.

Хальхи вăхăтра Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби асăннă документа кĕртнĕ улшăнусемпе ĕçлев службисен органĕсен вакансисен банкĕнчи кăтартăвĕсене шайлаштарас енĕпе тишкерÿ ирттерет.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика