Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Ибресинском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                                                            

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ - килтен тухмасăр

24 июля 2012 г.

Патшалăх пулăшăвĕпе электрон мелĕпе тивĕçтерес ыйтăва хускатман массăллă информаци хатĕрĕсем паян юлмарĕç те пулĕ. Патшалăх учрежденийĕсенчен чылайăшĕ унпа анлăн усă курма тăрăшать. Ку енĕпе Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби - малтисенчен пĕри. Патшалăх пулăшăвне электрон мелĕпе илмелли майсем çинчен асăннă тытăмăн информаци технологийĕсен тата информаци хÿтлĕхĕн пайĕн ертÿçи Сергей Викторов каласа парать.

- Сергей Владимирович, Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин органĕсенче электрон мелĕпе паракан патшалăх пулăшăвĕ “Хыпар” вулаканĕсене уйрăмах кăсăклантарать.

Унпа паллаштарсамăр.

- Раççей Федерацийĕн патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче /www.gosuslugi.ru/ паянхи кун тĕлне электрон мелĕпе илме май пур çак пулăшусене сĕнеççĕ:

  •  вĕренÿрен пушă вăхăтра 14-18 çулсенчи çамрăксем, ĕç тупма уйрăмах кансĕр çынсем, профессин пуçламăш, вăтам пĕлĕвĕн учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнă хыççăн пуçласа ĕç шыракан 18-20 çулсенчи граждансем валли вăхăтлăх ĕç йĕркелесси тата ыйтса çырнине йышăнасси;
  •  общество ĕçĕсене тÿлевлĕ ирттерессине йĕркелесси çинчен информаципе тивĕçтересси тата ыйтса çырнине йышăнасси;
  •  гражданина тивĕçлĕ ĕç тупма пулăшасси, вакансисен ярмăрккисене ирттересси пирки, ваканси пурри, ĕç параканăн кăтарту базинчи хыпарсем çинчен пĕлтересси;
  •  ĕç паракана хăйне кирлĕ специалистсене /ĕç шыракансемпе унпа тивĕçтерекенсен кăтартăвĕсен базинчи сведенисем тăрăх/ тупма пулăшасси.

- Пулăшăва электрон мелĕпе иличчен унпа усă курас тесен малтан регистрацин вăраха тăсăлакан тата кăткăс процедури витĕр тухмалла-çке.

- Чăрмав çук. Вĕренÿ роликĕсемпе тата пулăшупа усă курсан порталта регистрациленме ансат тата меллĕ. Эсир çакна “онлайн” режимпа е “Ростелеком” АУО офисĕнче тума пултаратăр. Онлайн-регистраципе усă курас тетĕр тĕк порталти электрон регистрацийĕн карточкин хĕррисене тĕрĕс çырмалла, электрон почтине тата карас телефонĕн номерне кăтартмалла. Çакăн хыççăн икĕ эрнерен Раççей почти урлă çырупа активизаци кодне ярса параççĕ.

- Пулăшăва электрон мелĕпе тивĕçни республикăра пурăнакансемшĕн мĕнпе усăллă?

- Патшалăх пулăшăвне илме, вăл е ку документа йĕркелеме е информаципе паллашма гражданинăн халĕ ĕçлев центрне каймалла. Çакă çула тухассипе, вăхăта ирттерессипе çыхăннă. Кун пек чухне укçа тăкаклама тивет паллах. Апла тăк çыншăн меллех мар.

Ĕçлев центрне çÿлерех асăннă портал урлă хăй тĕллĕн тухсан гражданин патшалăх пулăшăвĕ илесшĕн пулнă пирки çийĕнчех пĕлтерÿ хучĕ çитет. Ĕçлев центрĕн специалисчĕ унăн ыйтăвне татса пама пикенет. Çын хăйĕнпе çыхăннă ĕç-пуç еплерех пынине пÿлĕмĕнчен тухмасăрах сăнаса тăма пултарать. Вăхăт та усăсăр иртмест.

Раççей Федерацийĕн порталĕнче регистрациленес, унти çыхăну йĕркипе паллашас ыйтусемпе хăвăр пурăнакан район-хулари ĕçлев центрĕсенче тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултаратăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика