Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Ибресинском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                                                            

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çавра сĕтел» теми – ялти ĕçлев

28 июня 2012 г.

Шупашкарти “Стратеги новацийĕсен вăхăчĕ” V экономика форумĕ тĕл пулусем, куравсем, конференцисемпе “çавра сĕтелсем” енĕпе пуян пулчĕ, республика хăнисем вĕсенче паянхи Чăваш Енĕн инвестици тата ĕç лару-тăрăвне пысăка хурса хакларĕç. “Ял тăрăхĕсен хальхи условисенчи социаллă-экономика аталанăвĕ” “çавра сĕтелте” “Ялти ĕçлев: çивĕч ыйтусем тата вĕсене татса парасси” темăпа Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Петрович Димитриев тухса калаçнă. Мероприяти хыççăн пирĕн корреспондент ăна ĕçлев лару-тăрăвĕпе паллаштарма ыйтнă.

 

- Сергей Петрович, паянхи Чăваш Енĕн ял халăхне ĕçпе тивĕçтерессине мĕнле фактор витĕм кÿрет?

- Чăваш Ен Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă-экономика аталанăвĕн стратегийĕпе палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пырать. Çакна макроэкономикăн тĕп кăтартăвĕсем, çав шутра халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмрисем те, аван çирĕплетеççĕ. Чăвашстат пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх - кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче промышленноç производствин индексĕ 117,3 процентпа /“Туса кăларакан промышленноç” енĕпе вара - 120,6/ танлашнă. Ял хуçалăх производствин калăпăшĕ иртнĕ çулхи çав вăхăтрин 100,9 процентне çитнĕ. Республика экономики пĕр тикĕс аталанни тата çавăнпа пĕрлех бизнеса вăй илмешкĕн условисем йĕркелени яллă вырăнта пурăнакансене ĕç тупса памалли майсене анлăлатаççĕ. Çапах та тĕп фактор - унти халăх ĕçе юратни. Çивĕч ыйтусем пуррине пăхмасăр хресчен алă усса лармасть, сĕтел çинчен çăкăр ан татăлтăр тесе хăйĕнчен килнине пурне те тăвать.

Ял социаллă-экономика тĕлĕшĕнчен аталаннин тăнăçлăхĕн индикаторĕ - унта тĕпленнĕ вăй питти халăхăн ĕçлев шайĕ. Чăвашстат ку енĕпе суйласа ирттернĕ тĕпчевсен çирĕплетĕвĕсемпе ялта пурăнакансен экономикăри пуçарулăхĕ 2010 çулхи 67,4-ран пĕлтĕр 69,8 процента çитнĕ. Çакă чăннипех лайăх кăтарту.

Экономикăна хутшăнакан ял ĕçченĕсен йышĕ 13,3 пин ÿссе 262,8 пин çынпа танлашнă.

Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче ĕçлев органĕсен службине тивĕçлĕ вырăн тупма пулăшмашкăн ялта тĕпленнĕ 8321 çын пынă. 6596-шне /79,3 процент/ ĕçе вырнаçтарнă.

2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ялта пурăнакан 1489 ĕçсĕр граждана шута илнĕ /ку кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 1410 çын чухлĕ е 48,6 процент сахалрах/. Предприяти-организаци асăннă ушкăна кĕрекенсене 3254 ваканси сĕннĕ.

Çапла вара ĕçлес кăмăл пур тăк кирек кам та вырăн тупма пултарать. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специальноçсăр граждансене рынок ыйтакан профессие вĕренме ярать тата ĕçе вырнаçма пулăшать.

Республикăри ялсенче пурăнакансен ĕçлев ыйтăвне татса парассин ăнăçлăхĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе финанс, пурлăх, информаци, консультаци тĕлĕшĕнчен, çынсене вĕрентме, тепĕр специальноçа алла илме, квалификацие ÿстерме пулăшнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсен хисепĕ пирĕн хутлăхра 109,5 пин çынпа танлашнă е 2011 çулхинчен 19,1 процент нумайланнă. Чăваш Республикин Правительстви тытса пыракан политика финанс кризисĕн тапхăрĕнчи йывăрлăха ялта сирме пултарчĕ кăна мар, экономикăна кĕске хушăрах аталану çулĕ çине тухма май пачĕ.

 

- Эсир республикăри ялсенче пурăнакансен ĕçлев шайĕ ÿснине палăртрăр. Ку енĕпе вĕсене патшалăхăн кризиспа кĕрешмелли программисемпе килĕшÿллĕн харпăр хăй ĕçне йĕркелемешкĕн пуçаруллă хутшăнтарни пулăшрĕ тесе çирĕплетме пулать-и?

- Паллах. Халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмра кризиспа кĕрешмелли пĕлтерĕшлĕ мерăсенчен пĕри - Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе сирмелли республикăн тĕллевлĕ программи. Ăна 2009 çултанпа пурнăçласа пыратпăр.

Асăннă программăсемпе килĕшÿллĕн 2009-2011 çулсенче харпăр хăй бизнесне уçас тĕллевлĕ 6343 ĕçсĕр граждана финанс тĕлĕшĕнчен пĕр хут пулăшмашкăн 374,8 млн тенкĕ /çав шутра ялта пурăнакан 4068 çын валли - 240,4 млн/ уйăрнă. Çавна май пирĕн службăн клиенчĕсем шутланнисем предприниматель статусне илнĕ.

Юлашки виçĕ çулта харпăр хăй ĕçне йĕркелеме субсидие тивĕçнĕ ĕçсĕр граждансен виççĕ-тăваттăмĕш пайĕ паян та бизнеса малалла аталантарать. Предпринимательлĕхрен уйрăлнисенчен служба органĕсене ĕç шыраса хăшĕ-пĕри кăна пырать, чылайăшĕ хăех вырăн тупать, мĕншĕн тесен тивĕçлĕ шалуллă ĕç сĕнекен йышланса пырать.

Районсенче пурăнакансем бизнес-проектсене харпăр хăй хуçалăхне аталантарассипе - хурт-хăмăр тытассипе, мăйракаллă шултра выльăх самăртассипе, путене, сысна, кролик, пулă ĕрчетессипе тата ку енĕпе пулăшу парассипе, кăмпа çитĕнтерессипе тата ыттипе - çыхăнтарнă.

Программăн асăннă мероприятийĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулта харпăр хăй бизнесне уçма 58,8 пин тенкĕпе танлашакан пĕр хут тÿлеве 110 ĕçсĕре памалла, юридици сăпатĕнче тăракана, предпринимателе е хресчен /фермер/ хуçалăхне патшалăх регистрацийĕ тумашкăн документсем хатĕрлеме 26 граждана тата предприниматель ĕç-хĕлĕн никĕсне вĕрентмешкĕн 551 çынна финанспа пулăшмалла.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 48 çынна 2763,6 пин тенкĕ /е мероприятие пĕтĕмпе финансламалли калăпăшăн 42,7 проценчĕ чухлĕ/ панă, çав шутра - ялта пурăнакан 18 ĕçсĕре.

Чăваш Республикинчи ĕçсĕр граждансене харпăр хăй бизнесне йĕркелеме пулăшмалли мероприятисене пурнăçланине Федерацин ĕç тата ĕçлев службин ертÿçи Юрий Викторович Герций пысăк хак панă: “Харпăр хăй ĕçне йĕркелени эффективлă мел пулнă, пулать те, малашне те пулĕ. Раççей Федерацийĕнче асăннă ене ăнăçлă аталантаракан регионсен ырă тĕслĕхне илсе кăтартас тетĕп... Чăваш Енри чылай организацире лайăх юхăм палăрать. Кунта вăл ял хуçалăх производствинче кăна мар, ытти отрасльте те вăй илет. Аталану енĕсем регионăн наци уйрăмлăхĕпе, йăли-йĕркине çĕнĕрен чĕртсе тăратассипе çыхăннă. Харпăр хăй ĕçĕн унта пурнăçа кĕртекен çĕнĕ енĕсенче субъектра пурăнакансене культурăпа этнос воспитанийĕ памалли ыйтусене татса парас тĕллеве тĕпе хураççĕ”.

 

- Ĕçлев службин органĕсем ял халăхне пулăшăвăн ытти мелĕпе те тивĕçтереççĕ паллах. Харпăр хăй ĕçне йĕркелемешкĕн патшалăх пулăшăвĕ панă чухне ял спецификине шута илме май килет-и?

- Палăртрăм ĕнтĕ, ĕçлев органĕсен службин ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшлĕ енĕсенчен пĕри - ял хуçалăхĕ валли професси кадрĕсем хатĕрлесси. 2009-2011 çулсенче профвĕренĕве ялти 4117 ĕçсĕр çынна явăçтарнă. Вĕсене ял хуçалăх производствинче /тракторист-машинист, чăх-чĕп ĕрчетекен, хурт-хăмăрçă/ тата унăн инфратытăмне тивĕçтерекен отрасльсенче кирлĕ /сутуçă-кассир, повар-кондитер, котельнăй операторĕ, парикмахер, фельдшер, электромонтер тата ытти/ профессисемпе хатĕрлетпĕр. Виçĕ çулта 398 çын /пурте ялтан/ харпăр хăй бизнесне йĕркелеме май паракан специальноçсем - портной, çĕвĕç, парикмахер, маникюрша, чăх-чĕп ĕрчетекен, дизайнер тата ытти - илнĕ. Граждансене меллĕрех пултăр тесе вĕренÿ курсĕсене вĕсем пурăнакан вырăнта уçнă. Çапла туни укçа тăккалассинчен хăтăлассипе кăна мар, вăхăта перекетлессипе те çыхăннă, мĕншĕн тесен уй-хир ĕçĕсен вăхăтĕнче çĕр çыннишĕн кашни самант хаклă.

Халăха ĕçлĕ тăвас енĕпе патшалăх пулăшăвне тивĕçме меллĕрех пултăр, яланлăх вырăн çук тата служба органĕсенче регистрацие тăман граждансене вырнаçтарас тесе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен представителĕсемпе тата ĕç сĕнекенсемпе пĕрле куçса çÿрекен центрсен 380 офисне ялсенче йĕркелеме палăртнă. Çирĕплетнĕ график тăрăх кунашкал йышăнусене кашни районтах ирттермелле. Ун чухне специалистсем халăха ĕçлев саккунĕсемпе, рынокри лару-тăрупа, ĕç шырамалли технологипе, професси вĕренĕвĕн мелĕсемпе, муниципалитетăн уйрăм йĕркелĕвĕн тата республикăн вакансийĕсемпе, Раççейĕн ытти регионĕнче ĕçе вырнаçмалли майсемпе паллаштараççĕ.

Пирĕн ĕçĕн ăнăçлăхĕ, паллах, Чăваш Республикин влаçăн ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисене пурнăçламашкăн пуçаруллă хутшăннинчен, çавăн пекех куçса çÿрекен центрсен офисĕсемпе ял халăхне ĕçлĕ тумашкăн эффективлă усă курнинчен килет. Çакна ĕçлев службин органĕсенче тăрăшакансем яланах асра тытаççĕ.

- Калаçушăн тав. Малашне те ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика