Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Ибресинском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                                                            

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыпǎçуллǎ алǎ

10 февраля 2012 г.

Ĕç­сĕр юлнă çын темĕнле майпа та ĕç тупса ал-ура çавăрса ярать: е хăй тĕллĕнех ĕç шыраса тупать, е Халăха ĕç­пе тивĕç­терекен центра пырса черете тăрать. Харсăртараххисем вара кĕтсе лармаç­çĕ, хăйсен ĕç­не йĕркелеме тăрăшаç­çĕ.

Кÿкеç­ре пурăнакан Наталия Кутузова экономист профессине вĕренсе алла илнĕ. Ятарлă аслă пĕлÿ илессишĕн хĕр питĕ тăрăшнă, ун чухне пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илнĕн туйăннă… Туй вара унăн пурнăç­не йăлтах тепĕр май çавăрса янă. Качча каяс хĕр туя хатĕрленме пикенсен Интернета кĕрсе пăхнă та – туй аксессуарĕсене курсан хытса кайнă… Мĕн тĕрлĕ илем! Çийĕнчех хăйне валли илемлĕ чăлха çыххи, парнелĕх укçа сунтăхĕ тата ытти капăр япала хатĕрленĕ… Куç хупса иличчен туй та иртсе кайнă. Телейлĕ Наталия тепĕр кунне куç­не уç­нă та – пурнăç чăнлăхĕ умне тухса тăнă. Ĕçе вырнаç­малла. Вăл районти Халăха ĕç­пе тивĕç­терекен центра çул тытнă. Кунта ăна часах «Автоматизация» АБС организацине экономиста ĕçе вырнаç­тарнă.

«Виçĕ уйăх стажировкăра пулнă хыç­çăн эпĕ ăнланса илтĕм: ку ĕç ман валли мар – кичем, пĕр пÿлĕмре хупăнса вĕçĕмсĕр цифра шутласа лармалла. Коллектив та аванччĕ, анчах… ман куç умĕнче пĕр вĕçĕм туй илемĕ кайма пĕлместчĕ, – каласа парать Наталия Юрьевна. – Пĕррехинче çывăрма выртрăм та тĕлĕк куратăп: куç умне капăр туй сунтăхĕсем, хăюсемпе илемлетнĕ çуртасем, фужерсем шуса тухрĕç… Вăранса кайрăм та сиксе тăрса кăранташ алла илтĕм, куçа курăннă сăнсене ÿкерме пуç­ларăм. Унтанпа вара пуç­ра вĕçĕмсĕр шухăш явăна пуç­ларĕ, ку – манăн ĕç вĕт! Тăвансемпе, упăшкапа калаç­рăм. Пурте манăн шухăша ырларĕç. Эпĕ питĕ хавхаланса кайрăм. Упăшка, Дмитрий, «Комплектэнерго» организацире инженерта вăй хурать. Вăл мана яланах пулăшса пырать».

Наталия каллех районти Халăха ĕç­пе тивĕç­терекен центра çул тытать, хăйĕн ĕç­не уç­ма шухăшлани çинчен пĕлтерет, бизнес-проект çырса хÿтĕлет, субсиди илет. Çав укçапа кирлĕ оборудовани туянать – тĕрлемелли машина, стеллажсем, ноутбук, принтер тата ытти те.

«Çемье мана пулăшрĕ, тепĕр 30 пин хамăр укçана та хута ятăмăр, – малалла каласа парать Наталия. – 2011 çулхи октябрь вĕçĕнче вара «Эксклюзивлă туй аксессуарĕсем» хамăн уйрăм ĕç уçăлчĕ. Упăшкан ашшĕпе амăшĕ ĕç­лемелли ятарлă хваттер парса пулăшрĕç. Çулталăк вĕçĕнче Халăха ĕç­пе тивĕç­терекен центрта хам пурнăç­ланă ĕç çинчен отчет туса патăм. Çав вăхăтрах Интернетра Онлайн-сетьре реклама турăм, буклетсем, визитка хатĕрлерĕм. Вĕсене эпĕ Мăшăрлану керменĕсенче валеç­рĕм. Çапла малтанхи туянакансем те тупăнчĕç».

Автор тавра курăмĕ пысăкки, дизайнер ăсталăхĕ пурри курăнать. Кунта тем те пур: тĕрлĕ-тĕрлĕ стильпе хатĕрленĕ туй аксессуарĕсем – пурте эксклюзивлă, йăлăхтаракан пĕрпеклĕх çук. Кашни мăшăр фужера уйрăм картинăпа, чечексемпе е сăн ÿкерчĕксемпе, хăюсемпе, шăрçасемпе илемлетнĕ. Туй акăшĕсем те мăшăрлă, çĕрĕсем хумалли капăр пĕчĕк минтерсем, пуканесем, бисертан хатĕрленĕ юрату йывăç­çисем, кофе йывăç­çи, топиарсем, бонбоньеркăсем, пурçăнран çĕленĕ Ырă сунăм кĕнеки. Ăна ĕлĕкхи славянсен букварĕ евĕр шăрçасемпе капăрлатнă, эрешлĕ тÿмепе тÿмеленĕ. Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче Наталия Кутузова ĕçĕсене районти Халăха ĕç­пе тивĕç­терекен центр Чăваш наци библиотекинче йĕркеленĕ курава тăратнă.

«Паллах, пахалăха лайăхлатассишĕн тата ытларах тăрăшма тивет. Шупашкарта манăн конкурентсем те тупăнчĕç, çине тăрса ĕç­лес пулать», – тет Наталия Кутузова.

Сăмах май

Шупашкар районĕнчи Халăха ĕç­пе тивĕç­терекен центр урлă пурĕ 120 ĕç­сĕр çын федераллă бюджетран 58800 тенкĕлĕх субсиди илнĕ, хăйсен ĕç­не уç­нă, вĕсенчен тăваттăшĕ хушма ĕç вырăнĕ йĕркелесе тепĕр çавăн чухлĕ субсиди илнĕ. Пĕтĕмĕшле усă курнă субсиди виçи – 7 291 200 тенкĕ.

 

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика