Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Ибресинском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                                                            

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ

15 ноября 2011 г.

Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли ирттернĕ брифингра сÿтсе явнă тĕп ыйту – патшалăхăн çынсене ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программисене пурнăçласа пыни.

Сергей Димитриев палăртнă тăрăх – халăха ĕçлĕ тăвас енĕпе республика правительстви юлашки виçĕ çулта пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттернĕĕ Кризис пуçламăшĕнчи вăхăта аса илес тĕк темиçе уйăхрах Чăваш Енре 7 пин ытла çынна кăларса янине, 27 пинĕшĕ ытла ĕçсĕр юлас хăрушлăха лекнине палăртмасăр иртме çук.

Республика ертÿçисем кризиспа кĕрешмелли мерăсене вăраха ямасăр йышăннă – ĕçлевпе тивĕçтермелли ведомствăн тата республикăн тĕллевлĕ программисене хатĕрленĕ. Вĕсенче палăртнă мероприятисене 424 пин çын хутшăннă, пирĕн хутлăхра пурăнакан кашни виççĕмĕш çын патшалăх хÿтлĕхне туйнăĕ

“Пулăшу – тĕрлĕ енлĕ. Тĕслĕхрен, предприяти чарăнса ларсан вырăнсене упраса хăварас тесе общество ĕçне йĕркелерĕмĕр, рабочисен квалификацине ÿстерме, çынсене тепĕр специальноçа вĕрентме, предпринимательлĕх уçмашкăн укçа уйăрма тытăнтăмăр. Патшалăх хÿтлĕхĕн 20 ытла мелĕпе усă курнă, вĕсене пурнăçламашкăн 3300 млн ытла тенкĕ уйăрнăĕ Предприяти территорине тирпей-илем кĕртекенсене бюджет шучĕпе тÿленĕ, харпăрлăхăн тĕрлĕ формиллĕ предприятийĕнче вăй хуракансене вĕрентме каякан тăкаксене те унăн укçипех саплаштарнă. Бизнес уçас тĕллевлисене кашнине 58,8 пин тенкĕ субсиди панă, – палăртрĕ служба ертÿçи. – Çапла майпа 93 пин çынна кăларса ярассинчен хăтарма тата ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварма пултартăмăр”ĕ

Программа мероприятийĕсене пурнăçлама 2009 çулта – 1230 млн, пĕлтĕр 1280 млн тенкĕ пĕтернĕ. Кăçал кризисран тухнă май 800 млн тенкĕ уйăрнăĕ Çав шутра хушма 102 миллионне ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Раççей ĕçлевĕн ертÿçипе Юрий Герцийпе калаçса татăлнă хыççăн куçарнăĕ

Халĕ производствăна модернизацилекен тата техникăна çĕнетсе улăштаракан пĕрлешÿсенче /“Трактор завочĕсем” концерн, “Химпром”, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă тата ытти районти хуçалăхсем/ вăй хуракансене вĕрентесси пĕлтерĕшлĕ. Пытарма кирлĕ мар% чылай çĕрте оборудованипе станоксене тĕпренех улăштарнă, иртнĕ саманаран цехсен корпусĕсем кăна юлнăĕ Кăткăс техникăна итлеттерме пысăк пĕлÿллĕ специалистсем кирлĕĕ Вĕсен вĕренĕвĕн, çул, хваттер тăкакĕсене бюджет саплаштарать.

Ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри амăшĕсене, кăçал ĕç вырăнне тухма тĕв тунисене, квалификацие ÿстерме пулăшасси – патшалăх пулăшăвĕн тепĕр мелĕĕ Унпа республикăри 100 ытла çамрăк хĕрарăм усă курнă ĕнтĕĕ Асăннă программа çитес çул малалла тăсăлатьĕ

Виççĕмĕш çул-йĕр – инвалидсене, сусăр ача çитĕнтерекенсене, йышлă ывăл-хĕр ÿстерекенсене ĕçлĕ пулма пулăшассиĕ Ку ыйтупа ЧР Президенчĕ интересленсех тăратьĕ Асăннă ушкăна кĕрекенсенчен 400-шне кăçал вырнаçтарма май килнĕ, çулталăк вĕçлениччен тата 500-шне ĕçпе тивĕçтерме палăртнă.

Паллах, ырă ĕçĕн пархатарĕ куç умĕнчех: ĕçсĕр граждансен йышне иртнĕ çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 14478-тан кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 8881 таран чакарнă, ĕçсĕрлĕх шайне 1,4 процент хăварнă (çулталăк пуçламăшĕнче – 2,1).

Умри тĕллев вара яваплă та пĕлтерĕшлĕ% Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ĕç паракансемпе тата службăра учетра тăракансемпе хутшăнмалли тытăма çĕнетсе улăштармалла.

Ыйтакан вакансисене пурнăçлама кансĕрлекен тĕп сăлтавсенчен пĕри – пуçлăх сĕнекен шалу пĕчĕккиĕ “Эпир ĕç параканпа пĕрле гражданина квалификацие ÿстерме каймашкăн сĕнетпĕр, вырăнпа тата лайăх шалупа тивĕçтерме гарантилетпĕр,” – терĕ Сергей Димитриев.

Служба ертÿçи ĕç шыракансене тата ăна сĕнекенсене патшалăх пулăшăвне электрон мелĕпе парасси, рынок ыйтакан профессисене вĕренесси çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, журналистсене канăçсăрлантаракан ыйтусене уçăмлатрĕ.

Çакăн йышши хутшăнусен уссине хакласа Сергей Димитриев массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли ĕçлĕ тĕл пулусем кварталсерен ирттерме палăртнине пĕлтерчĕ.


Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика