15 июля 2008 г.
Хаваслă та çу кунĕсем (Образование, занятость)
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа Тушкил шкулĕнче “Хавас” сывлăх лагерĕн иккĕмĕш смени ĕçлеме пуçларĕ.
Лагерь начальникĕ – Мария Терентьевна Туйгачева, воспитателĕсем – Людмила Ивановна Александровăпа Ирина Геннадьевна Кондратьева.
Лагерьте вăхăт иртни сисĕнмест. Мĕн кăна тумастпăр-ши эпир унта; Тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссем ирттеретпĕр, юрлатпăр, ташлатпăр, сывлăха упрасси, çирĕплетесси çинчен калаçусем итлетпĕр, викторинăсен ыйтăвĕсене хуравлатпăр.
Акă, утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Сăхăт шывĕ тăрăх экскурсие тухрăмăр, юхан шыв хĕрринчи ÿсен-тăрансемпе паллашрăмăр. Сăхăтпуç ялне те кĕрсе тухрăмăр.
Мана лагерьте питĕ килĕшет. Çитес çул та унта хаваспах çÿреме хатĕр эпĕ.
Наталия ПЕТРОВА, “Ĕмĕт” отряд, Тушкил шкулĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"