04 июля 2008 г.
Çамрăк ăрун пурнăçĕпе сывлăхне пур çĕрте те пысăк тимлĕх уйăраççĕ халь. Халăха пулăшу паракан центр кашни çулах шкулсен çумĕнче “Хĕвелчĕк” кану лагерĕ йĕркелет.
Пурĕ 45 ача çÿресе савăнчĕ. Кун йĕркипе пăхнă тăрăх вăхăт интереслĕ те усăллă иртрĕ ачасемшĕн. КВНсем, викторинăсем йĕркелерĕç, юрă-ташă вĕренчĕç, уçă сывлăшра вăйăсем вылярĕç. Кашни кун пĕр ачана 2 хутчен вĕри апат çитернĕ, пурĕ 45 тенкĕлĕх. Шкулсенчи вĕрентекенсем лагерьти пурнăç интереслĕ те усăллă ирттĕр тесе нумай вăй хучĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"