20 июня 2008 г.
Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Мучарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта 9, 11 классенчи ачасем экзаменсене ăнăçлă тытрĕç.
Тăххăрмĕш класри Елена Муханова, Ангелина Жаркова, Анна Феклина “хĕрлĕ” аттестат илме тивĕç пулчĕç, мĕншĕн тесен вĕсем çулталăкĕпех “пиллĕксемпе” вĕреннĕ. Вĕсемсĕр пуçне тата Надежда Лаврова, Екатерина Немова, Михаил Федоров 4 экзамена та “5” паллăпа тытнă, пурте 10 класра вĕренме кăмăл турĕç.
11 класран вĕренсе тухакан Кристина Афонина, Елена Белова, Алиса Иванова, Евгений Меркушин, Екатерина Демина экзаменсене лайăх панă. Надежда Шибалован вара пур предметпа та – “пиллĕксем”.
Шкул пĕтерекен каччăсемпе хĕрсене малашнехи пурнăçра телей, ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"