Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти турнирта

11 апреля 2008 г.

Сĕтел çи теннисла выляссипе “Шухă мечĕк” районти турнир Тăвайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта иртрĕ. Унта вĕренекен çамрăксем те, аслă ÿсĕмрисем те хутшăнчĕç.

Шкулти яшсем хушшинче "10 классем таран" малти виçĕ вырăна Тăрмăшри Константин Димитриев, Виктор Звонарев, Александр Смирнов çĕнсе илчĕç. Çак ушкăнри хĕрсем хушшинче те чи вăйлисем Тăрмăшранах пулчĕç. Акă вĕсем – Аниса Димитриева, Анастасия Димитриева, Наталия Георгиева.

10-11 классем хушшинче 1–3-мĕш вырăнсене Дмитрий Звонарев "Тăрмăш шкулĕ", Артур Порфирьевпа Александр Иванов "иккĕшĕ те Тăвай шкулĕнчен", Анастасия Васильева "Тăвай", Татьяна Ялугинапа "Тăрмăш" Кира Дмитриева "Тăвай" йышăнчĕç.

Пĕтĕмлетнĕ хыççăн командăсем хушшинче Тăрмăш шкулĕ мала тухни палăрчĕ. Тăвайпа Мучар шкулĕсем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Аслисем пирки калас пулсан, кунта та кĕрешÿ çивĕч пулчĕ. Пĕрремĕш ушкăнра çурма финала Тăвайри С.Степановпа Тăрмăшри В.Афанасьев, иккĕмĕш ушкăнра Тăвайри Э.Буинцевпа Канашри С.Алексеев теннисистсем тухрĕç. Малашнехи тĕл пулусенче вара Э.Буинцевпа С.Алексеев çĕнтерчĕç. Виççĕмĕш вырăншăн пынă кĕрешÿре вăйли С.Степанов пулчĕ.

Ушкăнри раундра Э.Буинцев С.Алексеева 3:2 шутпа парăнтарчĕ пулсан, финалта çакăн пек шутпа С.Алексеев çĕнтерсе мала тухрĕ. Э.Буинцев иккĕмĕшне юлчĕ.

Хĕрарăмсем хушшинче А.Афанасьевапа "Тăрмăш" О.Бикининан "Тăвай" кăтартăвĕсем лайăх.

Командăсемпе илес пулсан, тăвайсем малти вырăна тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче – тăрмăшсемпе вăрманхĕррисем.

Юлашкинчен виçĕ ÿсĕмри ушкăнсен çĕнтерÿçисем вылярĕç. “Районти чи вăйлă теннисистсем” ята Аниса Димитриевапа Дмитрий Звонарев тивĕçрĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика