15 апреля 2008 г.
Районта иртнĕ “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” марафонра Тăвай шкулĕ хастар пулчĕ. Çак пархатарлă ĕçе 7 “а” класс та хăйĕн тÿпине хыврĕ. Класс ертÿçи Елизавета Ниловна Индюкова пирĕнпе кăçалхи Ырă ĕçсен çулталăкĕ çинчен, çавна май тумалли ĕçсем пирки пĕрре мар калаçнă. Вăл хăй те ăшă кăмăллă, таса чун-чĕреллĕ çын, вĕрентÿпе воспитани ĕçне пĕтĕм вăй-халне парать. Иртнĕ уйăхра, акă, шкул библиотекине кĕнекесем пухса патăмăр. Сăваплă марафон пухмачне вара пирĕн 7 “а” класс 1000 тенкĕ хыврĕ.
Пухăннă укçа-тенкĕ ача-пăча интерначĕсенче пурăнакансене пулăшма кайнине пĕлсен, вĕренекенсем пушшех те хавхаланчĕç. Вĕсенче пирĕн юлташсем те пурăнаççĕ, кăшт та пулин пулăшу пултăр пирĕнтен, терĕç.
Инкеке лекнĕ çынсемшĕн тăрăшма вĕрентнĕшĕн атте-аннесене те тав тăвас килет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"