22 апреля 2008 г.
Çурхи каникул хăвăртах иртсе кайрĕ. Çак кунсенче пирĕн шкулта вĕренекен икĕ арçын ача пĕчĕк ачана çурхи шыв ытамĕнчен çăлса хăварнине пĕлтĕмĕр.
7-мĕш класра вĕренекен Вася Никитин тата 5-мĕш класра вĕренекен Вася Шашков 3 çул та тултарайман Сергее çурхи шывран туртса кăларнă. Пĕчĕк ачасем шыв хĕрринче вылянă пулнă. Сергей теттине шыва ÿкернĕ, ăна илес тесе хăй те шыва кĕрсе ÿкнĕ. В.Никитин тата В.Шашков шыв хĕрринче вĕткеленекен ачасене курса чупса пынă. Вĕсем шывра шăмпăлтатакан ачана, тĕрĕссипе, шыв çийĕнчи курткăна асăрхаççĕ. Кăкăр таран сивĕ шыва кĕрсе ачана çыран хĕррине кăлараççĕ, хăвăрт киле илсе каяççĕ. Килте никам та пулманран Сергее хывăнтарса вырттараççĕ. Тĕлĕнмелле, сивĕ шывра пулнă пĕчĕкскер, чирлемен те. Çав самантра арçын ачасем шыв хĕррине пырса тухман е хăранипе çухалса кайнă пулсан, мĕн пулса тухма пултарни çинчен шухăшлама та хăрушă. Шкулта линейка ирттерсе ачасен паттăр ĕçĕ çинчен пĕлтертĕмĕр, мухтарăмăр. В.Никитинпа В.Шашкова Сергей ашшĕ-амăшĕ те тав сăмахĕ калать.
Ашшĕ-амăшне, аслисене тимлĕрех пулма, ачасем ăçта вылянине, çÿренине сăнаса тăма асăрхаттарас килет. Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"