25 апреля 2008 г.
Кăçалхипе 5-мĕш хут районти шкулсенче патриотла темăпа сăвă çыракан ачасен конкурсĕ пулчĕ. Конкурса ярса панă 47 сăвăран комисси 25-ĕшне суйласа илнĕ. Вĕсенчен 24-шне çамрăк сăвăçсем районти конкурсра (вăл Тăвайри вăтам шкулта иртрĕ) вуласа пачĕç. Конкурса ачасен пултарулăхне аталантаракан центр директорĕ Е.Емельянова ертсе пычĕ. Сăвăçсене конкурс йĕркелÿçи П.Федоров саламларĕ, конкурсăн пĕлтерĕшĕ ÿссе пынине палăртрĕ, конкурса малашне пĕр-пĕр паллă ятпа е пулăмпа çыхăнтарса ирттересси, чи лайăх сăвă çыракана “Гран-при” парса хавхалантарасси пирки пĕлтерчĕ. Павел Александровичăн ĕмĕчĕсем пысăк, вăл çак конкурса пурăна киле республика, çĕршыв шайне çĕклеме ĕмĕтленет. Вăл ачасене сăвă нумай вуласа, ăна çырас техникăна алла илме сĕнчĕ, ăнăçу сунчĕ.
Кăçалхи конкурса чăваш халăхне çутта кăларассишĕн улăпла ĕçленĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул тултарнине халалланă. Конкурсăн пĕлтерĕшĕ ÿссе пыни çакăнтан та аван курăнать. Маларахри çулсенче конкурса хутшăнакансене, унăн çĕнтерÿçисене грамотăсемпе асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă пулсан, иртнĕ çултанпа сертификатсемпе дипломсем, кăçалтан кубоксем параççĕ, “Гран-при” тунă. 5 çул çул тăршшĕнче пухăннă чи лайăх сăвăсене пухса альманах кăларма шутлаççĕ.
Творчествăлла тупăшăва икĕ ушкăнра йĕркеленĕ. V–VII тата VII–ХI классенче вĕренекенсем хушшинче. Ачасенчен чылайăшĕ конкурса вăл пуçланнăранпах хутшăнать, ăсталăха çулран çул ÿстерсе пырать. Ку лайăх пулăм, эппин сăвă çырас туртăм вĕсенче тымар янă.
Пултарулăх каçне I тата II конкурссен çĕнтерÿçи, IХ класра вĕренекен Оксана Петрова (Чутей шкулĕ) “Тав” сăвăпа уçрĕ. Оксана халăха çутта кăлараканăмăра И.Яковлева халалланă хăйĕн сăввине, унăн пысăк пархатарлă ĕçне хак пама тăрăшнă.
Чутей шкулĕнчен Лена Яклашкинапа Катя Васильева та хăйсем çырнă “Тăван ялăм” тата “Юратнă ялăм” сăвăсемпе паллаштарчĕç. Таня Михайлова вуланă “Мĕн тери лайăх çĕр çинче” сăввăн та шухăшĕ аван, ăслă тĕшĕллĕ сăмахсем пур. Эпир паян сăвă техники, виçи-йĕрки пирки чарăнса тăрасшăн мар, вăл çырнăçемĕн хăех вырăна ларать, чи кирли шухăшлав сĕмĕ пуррине палăртасшăн. Ачасенчен ытларахăшĕ хальлĕхе чи ансат, чи çывăх темăна суйласа илнине те ăнланма пулать. Хамăрăн кĕçĕн тăван çĕршывран, тăван ялтан, тăван шкултан, хамăр тавралăхран, атте-аннерен хакли çук пирĕншĕн. Вĕт Аслă Тăван çĕршывăмăр кашнин çавăнтан пуçланать. Мучар шкулĕнчи Евгений Меркушинпа Катя Семенова вуланă “Все это Родина моя”, “Тăван ял” сăвăсем ырă та пархатарлă шухăшлă, Енĕш Нăрваш шкулĕнчи Лиза Ахметова (5 кл.) сăввисене вырăсла çырать. Çулĕсене кура мар сăнарлăх мелĕсемпе те усă курма пултарнă çамрăк сăвăç, Тăван çĕршыва тÿпери пĕлĕтсемшĕн те, пăшăлтатакан тÿлек çилшĕн те, шăркари ыраш пуссишĕн те, ирхи шурăмпуçпа сывлăм ÿкнĕ курăк-чечекшĕн те юратнине палăртать. Çакна вăл хăй куçĕпе курать, хăй чĕрипе туять.
Тушкил шкулĕнчи Елена Федорова хăйĕн сăввине “Яковлев вăл Аптраман” ят панă. Ленăна тÿрех мухтас килет çавăншăн. Тĕп-тĕрĕс, унчченхи Улăп пĕлтерĕш çумне çутта кăлараканăмăрăн сăнарне уçмалли тата тепĕр ăнлав. Чăннипех Аптраман чăваш пулнă Иван Яковлевич Яковлев. Ялта ÿснĕ тăлăх ача, тĕрлĕ йывăрлăхсем витĕр тухса, хăй вĕреннипе çеç çырлахмасть, пĕтĕм халăхăмăра çутталла туртать. Нимле сăмахпа хакласа çитерме çук унăн ĕçне. Яковлев теми Надя Ивановапа Анжела Кайсарова (Тĕмер), Марина Смирнова сăввисенче те тĕп вырăн йышăнать.
Эпир кунта пурин хушаматне те çырса тăраймăпăр, хаçатри лаптăк та май памĕ, конкурса хутшăннă ачасене, вĕсен вĕрентекенĕсене "ачасемпе пĕрле вĕсем те килнĕ" чĕререн тав тăватпăр. Сăвă çырасси вăл ансат ĕç мар, унта чун хĕлхемĕпе шухăш вĕçевĕ те, Турă пани те, тÿсĕмлĕхпе пĕлÿ те кирлĕ. Çавăнпа та пурне те ытларах вулама, пĕлÿ патне ăнтăлма, сăвă техникине çине тăрса алла илме сĕнетпĕр. Пĕрре пулмасть, иккĕ пулмасть, çын хăй шухăшĕнчен пăрăнмасан, виççĕмĕшĕнче мĕн те пулин путли пулатех. Ăнăçу сире!
Халĕ вара конкурса пĕтĕмлетер. V–VII классенчи сăвăçсем хушшинче Вика Григорьевапа Алевтина Захарова (иккĕшĕ те Тăвай шкулĕн V класĕнче вĕренеççĕ) 1-мĕшпе 3-мĕш, Елена Шашкова (Тĕмер) 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. VIII-XI классем хушшинче кăçалхипе 3-мĕш хут умлă-хыçлă Х “В” класри (Тăвай) Анна Сормова çĕнтерчĕ. Вăл конкурсăн тĕп парнине – “Гран-при” – тата П.Федоровран сумлă кĕнеке илме тивĕçрĕ. Палăртса хăварар, Аннăна пултарулăх ĕçĕнче С.Николаева вĕрентекен пулăшса пырать.
Малаллахи икĕ вырăнне те жюри (председателĕ В.Чайкин) тăвайсенех пачĕ. VIII “Г” класри Марина Смирнова 2-мĕш, II-V конкурссене хутшăннă Х “А” класри Таня Сулагаева 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Конкурса хутшăнакансене, çĕнтерÿçĕсене, вĕсен вĕрентекенĕсене вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ В.Шакров саламларĕ, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ. Малти вырăнсем йышăннă сăвăçсене улттăшне те дипломсемпе, сертификатсемпе, кĕнекесемпе пĕрлех вĕрентÿ пайĕ туянса панă пĕчĕк кубоксемпе наградăланă.
Çитес çулхи тепĕр конкурсчен, çамрăк туссем!
Источник: "Ял ĕçченĕ"