29 апреля 2008 г.
Эпир, Йăнтăрчăри пĕ-тĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта 8, 10 классенче вĕренекенсем, виçĕ кунлăха похода кайрăмăр. Пирĕнпе пĕрле Тушкилте вĕренекенсем те пычĕç. Пире ертсе пыма ОБЖ учителĕ Владимир Райнольдович Кириллов килĕшрĕ. Поход вă-хăтĕнче эпир Йăнтăрчă, Тушкил, Мăнçырма, Кĕтеснер, Арапуç, Энĕшпуç тата ытти ялсенче пултăмăр. Пирĕн çул çÿревĕн тĕп тĕллевĕ – çут çанталăк илемне курма, хаклама, унпа вырăнлă усă курма вĕренесси, сывлăха çирĕплетесси. Çавăн пекех пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха упрама, йывăр вăхăтсенче пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентет поход. Вăрмар районĕнчи ялсен пуянлăхĕпе паллашрă-мăр. Çÿлерех асăннă маршрута эпир çуран тухрăмăр. Пурĕ 60 çухрăма яхăн утрăмăр. Поход тăршшĕпех çанталăк аван пулчĕ, çумăр çумарĕ. Эпир ялсенче нумай тĕлĕнмелле япаласем куртăмăр. Сăмахран, Кĕтеснер шкулĕнче пире тăван ен музейĕпе паллаш-тарчĕç. Энĕшпуçĕнчи чиркĕве кĕрсе çурта çутрăмăр. Кунсăр пуçне шыва кĕрсе савăнтăмăр. Пур шкулта та пире ырă сунса кĕтсе илчĕç. Уйрăмах Мăнçырмара аван пăхрĕç. Походра пулса иртнĕ савăнăçлă самантсене эпир нихăçан та манас çук. Унта пире питĕ килĕшрĕ. Ыттисене çавнашкал çул çÿревсене тухма сĕнес килет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"
Первоисточник: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=597&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=92543