11 апреля 2008 г.
Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе “Таса урам – таса юхан шыв” проект туса хатĕрлерĕмĕр. Çакăн тĕллевĕ: 1" Тăвай ялĕнчи Ленин урамне тирпей-илем кĕртесси; 2" Эль тата Тăм юхан шывĕсен çыранĕсене типтерлесси тата ытти те. Ленин урамĕ Тăвайри тĕп урам шутланать. Асăннă урампа машинăсем Канашпа Вăрмара та, Тутар Республикине те çул тытаççĕ. Анчах çак урамра пурăнакансем никам ирĕк памасăрах Эльпе Тăм юхан шывĕсем урлă хывнă кĕперсем патĕнче çÿп-çап вырăнĕсем туса хунă. Ку вăл тавралăх илемне те, экологие те пăсать. Унсăр пуçне юханшывсен хĕррисене килти çÿп-çапа, ăпăр-тапăра кăларса тăкаççĕ, пластик савăтсем те нумай пухăнса кайнă. Вĕсем урама та варалаççĕ.
Çаксене шута илсе, 8-11 классенче вĕренекенсем маларах асăннă проектпа килĕшÿллĕн тасалăх кунĕсем ирттерчĕç. Вĕсем мартăн 31-мĕшĕнче В.Кузьмин предприниматель площадки патĕнчен пуçласа çакăнса тăракан кĕпер таран тасатрĕç. Çак кĕске хушăра та тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа пластик савăтсем 26 михĕ пуçтарăнчĕç. 10 вĕренекен хутшăнчĕ çак акцие. Пухнă ăпăр-тапăра шыв хĕрринче çунтартăмăр.
Апрелĕн 1-мĕшĕнче тасалăхшăн тăрăшасси малалла пычĕ. Хальхинче çакăнса тăракан кĕпер патĕнчен пуçласа кивĕ стадион таран пухрĕç. 12 вĕренекен кунта та 14 михĕ пуçтарчĕ.
Апрелĕн 2-мĕшĕнче Тăвайри автостанцирен пуçласа Ленин урамĕпе пычĕç, ял тăрăхĕ таран тасатрĕç. Çулăн икĕ енĕпе 11 михĕ ăпăр-тапăр пухăнчĕ.
Апрелĕн 3-мĕшĕнче кивĕ стадион, чиркÿ, асăну палăкĕ, унчченхи хуçалăх магазинĕ тавра хĕрсе ĕçлерĕç ачасем. Пластик савăтсемпе ытти ăпăр-тапăр 18 михĕ пулчĕ.
Шухăшлатăн та, çак ăпăр-тапăр, тасамарлăх хăй тĕллĕн пулмасть вĕт-ха. Ăна çынсем пăрахаççĕ, вĕсем варалаççĕ. Çакă вăл хамăр пурăнакан тавралăх илемне пăснисĕр пуçне, çанталăк ăшăтсан шăна-ÿпре ĕрчессине вăйлатма та пултарать, вĕçен кайăксене чакаланма, тĕрлĕ инфекцие сарма майсем туса парать. Тасамарлăх сывлăша варалать, пурнăçа йывăрлатать. Çавăнпа вăл кашнинех шухăшлаттарма, пăшăрхантарма тивĕç. Çаксене шута илсе ачасем вырăнти ял тăрăхĕн администрацине ăпăр-тапăра, кил-терĕшри каяшсене пухмалли контейнерсем лартса пама сĕнеççĕ.
Апрелĕн 5-мĕшĕнче Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти çамрăк экологсем, вĕренекенсем халăх хушшинче агитаци кунĕ йĕркелерĕç, кĕперсем патĕнче, ытти çĕрте ятарласа ирĕк илмесĕр çÿп-çап вырăнĕсем туса хума юраманнине, çÿп-çапа, тĕрлĕ ăпăр-тапăра, пушаннă пластик савăтсене ăçта килчĕ унта пăрахма юраманнине ăнлантарчĕç, урамсене, пÿрт умĕсене, юхан шыв хĕррисене тасатма, кирлĕ çĕре йывăç-тĕм лартса чĕртме, субботниксене хутшăнма чĕнсе каларĕç, асăннă ыйтусемпе плакатсем хатĕрлерĕç, çыпăçтарса тухрĕç.
Унсăр пуçне виçĕ çăлкуçран шыв илсе вĕсен тытăмне тишкернĕ. Киров урамĕнчи сĕт-çу завочĕ патĕнчи çăл шывĕ – чи пахалăхли. Вăл чĕрĕ шыв "живая вода". Сăмах майăн каласан, унччен асăннă çăлкуçĕнчи шыва Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн кафедра заведующийĕ Викентий Леонидович Сусликов профессор доктор диссертацийĕ хатĕрленĕ чухне илсе тĕпченĕ пулнă. Нумаях пулмасть ун патĕнче пултăм эпĕ. Вăл эпир тунă анализсене, асăннă çăл шывĕ чĕрĕ шыв пулнине çирĕплетрĕ. Киров урамĕнчи шыв башнинчен пыракан водопровод шывĕн те пахалăхĕ лайăх. Çакна та сăнанă: чи нумай пурăнакансем, тĕпрен илсен, Киров урамĕнчи шыва ĕçсе пурăнакансем.
Вĕренекенсемпех известь карьерĕ çывăхĕнчи çăлкуçа та тарăнлатса лайăхлатрăмăр, ун тавра тасатса типтерлерĕмĕр.
Тавралăх тасалăхĕшĕн тимлесси – пархатарлă ĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"