31 марта 2008 г.
Çак кунсенче район центрĕнчи чиркÿн тума пуçланă çĕнĕ çурчĕ умĕпе иртсе пыраттăм. Ача–пăчан хаваслă сассисем илтĕнсе кайрĕç. Аслăраххисем кунта ăшă кунсенче нимелле ĕçлесе чылай ĕç турĕç, анчах ĕçлемелли тата нумай–ха унта.
Çывăхри илемсĕр ÿсекен вĕренесене каснă та, юр ирĕлсе пынă май пĕтĕм тасамарлăх куç умне тухать. Чиркĕве çÿрекенсем кашни канмалли кунах тирпейлеççĕ–ха, анчах ĕç калăпăшĕ майĕпен кăна чакать. вăрман пек ларнă йывăç тураттисене хуçса-татса пĕр çĕре купаламалла, хĕлле чиркĕве хутма вут-шанкă пулать. Халь унта арçын ачасемпе хĕр ачасем тĕрмешетчĕç.
Тăвайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта 4”А” класра вĕренекенсем В.Шакрова учительницăпа пĕрле маларах чиркĕве курма аннă пулнă. Ачасем унта Турă, тĕн тата ытти ăнлавсемпе паллашнă. Микула атте вĕсене ĕненÿн ырă витĕмĕ пирки ăнлантарнă, тавралăха тирпейлеме пулăшма ыйтнă. Хаваспах килĕшнĕ ачасем.
–Ырă ĕçсен çулталăкĕнче эпир те ырă ĕç тума хутшăнатпăр. Хăйсем ĕçленĕ хыççăн куç умне тухнă илемпе кайран тепĕр хут килсе паллашăпăр. Çапла вара тăваттăмĕшсем çынна яланах ырă тумаллине, пĕр–пĕрне кÿрентерме юраманнине, тасалăхра пурăнма аван пулнине вĕренсе ÿсеççĕ. Ыттисем те пирĕн пуçарăва ăнланасса шанатпăр, ырри ырăпа таврăнатех, – тет Валентина Геннадьевна.
– Тăватă урок хыççăн килтĕмĕр кунта. Çанталăк сивĕ мар, килти ĕçсене тăвиччен кунта уçăлма килнĕнех туйăнать тата тавралăха тирпейлеме хутшăнатпăр, – калаçăва тăсрĕ А.Игнатьева вĕренекен.
– Нина аппа пĕчченех ĕçлет кунта, ăна йывăр. Аслисене пулăшма вĕрентеççĕ пире шкулта, – тантăшне пÿлсех калаçать К.Автина.
–Эсир те хутшăнăр пирĕн йыша, – сĕнчĕ хăюллăрах арçын ачи.
Çапла чĕвĕлтете–чĕвĕлтете ĕçлеççĕ тăваттăмĕшсем. Кÿрентерес килмерĕ ырă кăмăллăскерсене, вĕсем тăрăшса ĕçленине ÿкерсе илсе, вĕренÿре ăнăçу сунса сывпуллашрăм.
Источник: "Ял ĕçченĕ"