31 марта 2008 г.
Çакнашкал ятлă республикăри смотр-конкурс иртрĕ. Ăна Канаш хулинче йĕркелерĕç. Асăннă мероприятие çичĕ район хутшăнмаллаччĕ, палăртнă вăхăт тĕлне тăватă коллектив кăна пычĕ. “Тăвайсем нихăçан та юлмаççĕ вара, маттур”, – тесе кĕтсе илчĕç пире.
Пуян программăпа кайрăмăр, вунă вĕренекенĕн 19 номерпе паллаштармаллаччĕ. Уява пуçлама пирĕн район коллективне шанчĕç. Залра ларакансем кашни номер хыççăнах тăвăллăн алă çупрĕç. Пирĕн артистсем пĕрин хыççăн тепри, сцена çине тухса, хăйсен çепĕç сассисемпе, илемлĕ тумĕсемпе савăнтарчĕç курма килнисемпе жюри членĕсене. Тăвайри искусство шкулне çÿрекен А.Кондратьев, Л.Петрова, Е.Арапова, А.Вьюник, Н.Алексеева, Л.Владимирова, Е.Поликарпова, Т.Семенова, Ю.Чернова хăйсене сцена çинче аван тытрĕç. Вĕсене вĕрентекенсем – Галина Николаевна Никоновапа Надежда Владимировна Петрова ачасенчен ытларах та хумханчĕç пулĕ çак смотрта.
Вунă çулти Н.Андреевана "Сăхăтпуç" та ырăпа асăнмалла. ”Крылатые качели” юрра шăрантарчĕ хĕр ача. Наташа район центрĕнчи искусство шкулне çÿресе хăйĕн пултарулăхне ÿстересшĕн, анчах çÿреме инçерех.
Жюри членĕсене çăмăл пулмарĕ чи пултаруллисене суйлама. Республикăри “Раççей çăлкуçĕсем” фестивале хутшăнма тăвайсем те тивĕçлĕ пулчĕç.
Районти культура аталанăвне çĕнĕлĕх варкăшĕпе пуянлатассишĕн чылай тимлеççĕ Тăвайри искусство шкулĕнче ĕçлекенсемпе унти кружоксене çÿрекенсем. Асăннă çамрăксене республикăра иртекен фестивальсемпе конкурссенче çĕнтерме, вĕренÿре çитĕнÿсем тума, Тăвай ен чысне яланах çÿлте тытма сунатăп.
Источник: "Ял ĕçченĕ"