18 января 2022 г.
ЛЕКСИКАПАЯВĔРЕНТНĔ ЧУХНЕУСĂ КУРМАЛЛИ ĔÇСЕН ТĔСĔСЕМ
Г.П.Васильева, Тăвай районĕнчи Йăнтăрчăри вăтам шкул вĕрентекенĕ
Шкул программинчи тĕп тĕллевсенчен пĕри - ачасене тĕрĕс те илемлĕ калаçма хăнăхтарасси, чĕлхен пĕтĕм пуянлăхне, илемлĕхне, иксĕлми вăйне пĕлсе çитме вĕрентесси, вĕсен пуплевне пур енлĕн аталантарасси?
Паянхивĕрентÿ тĕллевĕсенченпĕривăл – вĕренекенехарпăрхăйтĕллĕнпĕлÿ тупма, тĕрлĕренкĕнекесемпе (справочниксемпе, энциклопедисемпе) ĕçлемевĕрентесси: шухăшлавне, тавракурăмĕпетĕнчекурăмнеаталантарасси. Вĕренекенсем сăмахсемпевырăнлă усă курччăр, каласшухăшакĕскентевитĕмлĕн палăртма, итлекенкăмăл-туйăмнехускатмапултараканпредложенисем йĕркелемехăнăхчĕртесеучителĕнкашникунтăрăшмалла.
Лексика чĕлхе наукин пĕр пайĕ пулнăран хăйĕн уйрăмлăхĕсемпе тата ăнлавĕсемпе палăрса тăрать. Çав вăхăтрах вăл фонетикăпа, сăмах пулăвĕпе, морфологипе, синтаксиспа çыхăнура.Çавăнпа лексикăпа грамматика пĕр-пĕрне витĕм кÿрсе тăнине учителĕн яланах шута илмелле, çак çыхăнăва ачасен пĕлĕвĕнче малалла аталантарма майсем шырамалла.
Лексикăна вĕренни ачасене чăваш чĕлхин сăмах пуянлăхне уçса кăтартма, çав пуянлăх малалла та ÿссе пынине кăтартма пулăшать.Чĕлхе урокĕсенче илнĕ лексика пĕлĕвĕсене учитель кайран – грамматика вĕрентнĕ чух, литература урокĕсенче произведени чĕлхине тишкернĕ вăхăтра анлăлатса, çирĕплетсе, вĕсемпе ачасене усă курма вĕрентсе пырать. Учитель тивĕçĕ- пĕлÿсене пĕр системăна пуçтарса вĕсемпе ачасене ирĕклĕн усă курма хăнăхтарасси.
Лексикăра омоним, синоним, антоним, куçăмлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем темăсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Асăннă темăсем ачасен чĕлхине, калаçăвне пуян та илемлĕ тăваççĕ, япалана, унăн паллисене, ĕç-хĕле тĕрĕсрех кăтартса пама пулăшаççĕ. Пĕр сăмахпа, ача хăй шухăшне уççăн, тĕрĕс палăртнисĕр пуçне, шухăш аталанăвĕн çул –йĕрне те ăнланмалла калама пĕлет.
Литература произведенийĕсене вĕреннĕ чухне чĕлхе теми юнашарах пымалла, тĕл пулакан çĕнĕ е кивелнĕ, диалект сăмахĕсене тÿрех ăнлантарса памалла.
Вĕрентÿ ĕçне лайăхлатас тесен вĕрентÿçĕн ялан шухăшламалла, çĕнĕ мелсем шырамалла.Çак тĕллевсене пурнăçлас тесе эпĕ те чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕренÿри çĕнĕ мелсемпе меслетсемпе туллин усă курма тăрăшатăп.
Лексика пая вĕрентнĕ чух словарьсемпе ĕçлесси, дидактика тата грамматика вăййисемпе усă курни ăнăçлă мелсенчен пĕри тесе шутлатăп. Кун пек ĕçсем ачасен вĕренÿри активлăхне ÿстереççĕ, вĕренĕвне интереслĕ, илĕртÿллĕ тăваççĕ, ăс – тăнне аталантараççĕ, вĕренÿри йывăрлăхсене çĕнтерме, тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсене пĕлме, юлташĕсене пулăшма, тĕрĕс çырма хăнăхтараççĕ. Урокра усă куракан хăш-пĕр ĕçсен тĕслĕхсем.
Сăмах пĕлтерĕшĕ.
1. Лексика пĕлтерĕшĕ тăрăх сăмахсем тупăр.
Çулталăкри чи сивĕ вăхăт - _______. Çулçăллă, йĕкеллĕ, çирĕп йывăç _______. Аннен амăшĕ - _____. Тăван çĕр-шыва, халăха юратакан çын _ _______. Утă турамалли ĕç хатĕрĕ- ___________. Çулталăкăн виççĕмĕш уйăхĕ - ______. Аттен пиччĕшĕ - ______. Питĕ тарăн çырма _ _______.
2. «Чăвашла-вырăсла» словарьпе усă курса панă сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантар. Пĕр пĕлтерĕшлисене пĕр ушкăна, нумай пĕлтерĕшлисене тепĕр ушкăна вырнаçтарăр. Палăртнă сăмахсене кĕртсе (сăмахăн тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсемпе) икшер предложени çырăр.
Чĕн (гл.), пĕрремĕш, ÿк, кĕреш, кул, сăмса, кур, çĕнĕ, хĕрлĕ, хăюлăх.
Омонимсем (Викторина).
1.Мĕнле йăвара кайăк нихăçан та чĕпсем кăлармасть (çимелли йăвара).
2.Мĕнле сăмах тырпула тата чире пĕлтерет (урпа).
3.Мĕнле сăмах йывăр япаласене çĕклесе памалли механизма тата пăрăхран шыв юхтармалли хатĕре пĕлтерет (кран).
4.Мĕнле патшалăха тăхăнма пулать (панама).
5.Мĕнле хисеп ячĕ ĕçе пĕлтерет (çирĕм).
6.Мĕнле çĕр нихăçан та кивелсе улшăнас çук (Çĕнĕ çĕр).
7.Мĕнле çын ятĕнчен оионим пулать(Урине).
8.Килте пурăнакан хăш чĕр сунн ячĕ омонимлă (хур).
9.Омоним пулакан уйăх ятне калăр (çу).
Синоним.
- Синоним пулакан паллă ячĕсене япала ячĕсемпе килĕшÿллÿн çыхăнтарăр.
Кĕрнеклĕ çил-тăвăл вăйсăр çанталăк чипер кĕнеке
патвар арçын тÿлек çын илемлĕ платье
вăйлă юман лăпкă ача капăр сăн
2. Паллă тунă сăмахсен синонимĕсене туп, чайнворд клеткисене çырса хур.
1.Чипер хĕр. 2) Симĕс курăк. 3) Ут. 4) Йытă. 5) Вĕçкĕн. 6)Кахал 7)Илемсĕр.
- Синонимсен шăрçи.
Ачасем çавра лараççĕ.Вăйă пуçлаканни пĕр паллă ячĕ калать. Юнашар лараканни çав сăмахăн синонимне калать, синоним речĕ пĕтсен тепĕр паллă ячĕ калать. Хăвăрт калайманни вăйăран тухса ÿкет. Юлашки юлаканни çĕнтерет.
Ĕлĕк-авалхи тахçанхи, ĕмĕрхи; илемлĕ-хитре-чипер-хÿхĕм-ĕлккен; хĕн-терт-асап-хурлăх; усăллă-кирлĕ-вырăнлă-килĕшÿллĕ-вырăнлă-меллĕ.
- Çак тупмалли юмахсем мĕне пĕлтернине калăр та тупсăмĕсен синонимĕсене шырăр.
Калаçмасть, юрламасть, ют çын пулсан хуçине систерет (Йытă-анчăк).Хÿри – тукмак, шăлĕ-шак-шак.(Кашкăр-тукмак). Çулла кăвак, хĕлле шурă (Мулкач-
куян). Иккĕн пăхаççĕ, пĕри ĕçет, иккĕн выляççĕ. (Лаша-ут).
5.Вăйă. « Пĕр сăмахпа калăр»
(Кашни ушкăна сăмах майлавăшĕсем панă, вĕсен ăна пĕр сăмахпа улăштарса каламалла)
Мухтанма юратакан ……………………………….(мухтанчăк)
Ĕçлеме юратман ……………………………………( юлхав)
Суйма юратакан …………………………………….( ултавçă)
Юрлама юратакан ………………………….. ………(юрăçă)
Пулă тытакан ………………………………………..(пулăçă)
Юмах калакан ……………………………………….(юмахçă)
Юман вăрманĕ ………………………………………(юманлăх)
Уçлăха вĕçекен ………………………………………(вĕçевçĕ)
6.Мăшăрне туп
Сăмахсене экран çинче кăттартма пулать.Начар сăмахăн синонимĕсене тата антонимĕсене тупса сăмах майлашăвĕсем çырăр.
Начар çанталăк-...
Начар выльăх-...
Начар çын-...
Начар пурнăç-...
8.Ку ĕçе ачасем ăсра пурнăçлаççĕ.
Сăмахсен речĕсенче синоним пулманнисене тупăр.
1)çурт, хуралтă, вите
2)лаша, ут, тиха, урхамах
3) врач, тухтăр, хирург
Антонимсем.1.Грамматика вăййи «Сăмахсен мăшăрне туп». Ку эстафетăллă вăйă. Виçĕ юпара пилĕкшер сăмах. Хăш ушкăнрисем хăвăрт тупса çитереççĕ, çавсем çĕнтереççĕ.
суту - кунĕн - чăх –
килен - пур - пулчĕ –
ирĕн - тухан - хура –
пĕлнĕ – тутти - сивви –
хĕлĕн - лара - тунă –
Çак вăйă хыççăн ачасене хăш – пĕр антонимсем мăшăр сăмах пулнине асăрхаттарса хăвармалла.
- Панă сăмаха ăнлантаракан антонимсене çырăр.
Çын – çамрăк, ватă; çанталăк - . . . , . . . ; кĕпе - . . . , . . .;ача - . . . , . . . ; лаша - . . . , . . . ; шыв - . . . , . . . ; кĕвĕ - . . . , . . . ;ĕç - . . . , . . . .
3. Ваттисен сăмахĕсен иккĕмĕш пайне тупăр.
1.Çĕрте малта пыр, пинте….. 2.Ặслă çынпа тус пулсан, ăслă пулать,…….
3.Пур пĕрле,…… 4.Ырă çын çынтан кулмасть,……. 5.Касма çăмăл,…...
- Клеткăсем ăшне панă сăмахсен антонимĕсене çырăр:
1
|
|
|
|
2
|
|
3
|
|
|
|
|
9
|
|
10
|
|
|
11
|
4
|
8
|
|
|
|
15
|
|
|
|
5
|
|
14
|
|
* *
|
* *
|
* *
|
|
|
|
|
|
|
|
16
|
|
|
|
|
|
|
|
|
13
|
|
|
12
|
|
|
|
|
7
|
|
|
|
6
|
|
1.Çĕр. 2. Тăшман. 3.Ăшă. 4.Кану.5.Ватă. 6.Малта. 7.Тăвалла. 8.Ансăр. 9.Сивĕ. 10.Тарăн.11.Савăнăç. 12.Сивĕт. 13.Çутă. 14.Кайра.15.Тÿрĕ.16.Çĕнĕ.
5.Пăнчăсем вырăнне панă сăмахсен антонимĕсене çырăр.
1)...ĕмĕрлĕх, ... виç кунлăх, ...2)... пусă алт та, ...пусса ан варала.3)... вĕлле уçмаççĕ, ... çуна кÿлмеççĕ.4)... çынна- пĕр сăмах, ...çынна-çĕр сăмах.5)... сăмах -çу кунĕ,... сăмах- хĕл кунĕ. 6)Швы...юхать, çын... тапаланать.7) Пăхма... та, илм....
Усă курмалли сăмахсем- ăшă-сивĕ, анаталла-тăвалла, çывăх-инçе, хĕлле-çулла, пуçтарма-салатма, ĕçчен-кахал, çĕнĕ-кивĕ.
Профессионализм
- Чăвашсен паллă çыннисен ячĕпе хушаматне йĕрпе çыхăнтар. Хушаматпа юнашар мĕнле ĕçре палăрнине çыр.
Василий Ухсай ________________________
Яков Мишши ___________________________
Олимпиада Кузьмина ___________________________
Александр Чапаев _________________________
Петр Артемьев ___________________________
Çеçпĕл Егоров ___________________________
Вера Иванова ____________________________
2.Çак ÿкерчĕксем айне профссионализмсем çырăр.
_____ _______ _______ ______
Йышăннă сăмахсем.
1.Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупăр та ÿкерчĕкĕсене ÿкерсе хурăр.
1) Итлесен – илтĕнет, итлемесен – илтĕнмест. (_______) 2) Чунĕ çук, юнĕ çук, кайăкран хытă вĕçет. (____ ) 3) Сарă тинĕсре карап çÿрет. (_______) 4) Çунать-çунать - çунса пĕтеймест. (_____ 5) Кулине инкен виççĕр утмăл пилĕк шур тутăр, Кулине кашни кун пĕр тутăрне хывса пăрахать. (____)
Кивелнĕ сăмахсемпе çĕнĕ сăмахсем.
Кивелнĕ сăмахсене пĕр ушкăна, çĕнĕ сăмахсене тепĕр ушкăна çырăр.
1.Хултăрчă, ăса, сурпан, сăмахсар, лакăм, хайлав, бизнесмен, кĕсле, вулавăш,мăчавăр,сертификат, киремет, ифляци, сурхури, фермер, куланай, программист, тăмха, улпут, дискотека, çурла, дискета кÿме, алтăр, масмак, чек, иномарка, хушпу, пейджер, сăхман, сухапуç, калькулятор.
Диалект сăмахĕсем.
- Вырăнти калаçу сăмахĕсене литература чĕлхипе çырса тух.
Сорăх - _____, йăтă - _______, опăте - ______, çынсам - _______, волаттăр - ____, тоттăр - _____, мамак - ______, апи - _______, ати- ______, тупимас _ ______, çытар - _____, маçак - _____, омма - ______, юлташшам - ________, полаттăр - ______, каимас - ______, шăппăр - ______, вăсам - _______, килмеп - ________, воннă - _____, коккăр _ _____, лармас - _______, паранкă- _______.