15 мая 2019 г.
З.Н. Григорьева, Тăрмăшри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ
Ачасене воспитани парасси-кашни сыннăн тивĕçĕ
Ачасем пирĕн пуласлăх, вĕсене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтересси кашни ашшĕ-амăшĕн тивěçě, Çакна кашни ашшě-амāшěн нихāçан та асран ямалла мар.
Хальхи вāхăтра ют çěр-шывран килекен йāла-йěрке çамрāксем хушшинче ытларах та ытларах сарāлма пуçларě. Кāмāла каякан йāла-йěркене, çынсем пěр-пěрне хисеплессине манса пыра пуçларāмāр. Самрāксем хушшинче ытларах усал сāмахпа калаçнине илтме пулать. Хāшě-пěри пěчěк ачасем умěнче те путсěр сāмахсем перкелешме вāтанмасть. Çавāнпах та ěнтě хāш-пěр шкул ачисем виçě «лайāх сāмах хушшине «усаллине те кěртсе хураççех. Шел пулин те, хěр ачасен ушкāнěнче те намāс сāмах калакансене илтме пулать.. Паллах, ачасем намāс сāмахсемпе калаçни пире пурне те пāшāрхантарать. Сāнаса пāхнā тāрāх, çакā палāрать: ачасен ытларах пайě усал сāмаха çемьери харкашуран илтнě. Ачасен чěлхинче йěркесěр сāмахсем анлāн сарāлни «урам воспитанийěнчен» килнине те палāртмалла.
Воспитани ыйтāвěпе шкулāн, педагогсен кāна ěçлемелле тесе шухāшлакансем хытā йāнāшаççě. Учительсем темěн чухлě вāй хурсан та, çемье активлā пулāшмасāр, унāн вāйě палāрмасан, воспитании ěçěнче āнāçу пулмě.
Час-часах ашшě-амāшě учительсемпе калаçнā чухне вāхāт çукки пирки ÿпкелешме пāхать. Анчах ачисене пěчěкрен ěçе хāнāхтарман, пурнāçра тěрěс вырāн йашāнма вěрентмен, мал ěмěтлě пурнāçшāн āнтāлас туйāма хускатман пулсан āçтан āнāçу пултāр? Кāмāл пулсан, кирек мěнле ашшě-амāшě те ачисемпе калаçма, вěсем хāйсене мěнле тыткаланине хаклама вāхāт тупатех.
Ача хāйне хāй тěрěс хак пама пěлесси чи малтан āна мěнле вěрентсе-хāнāхтарса ÿстернинчен килет. Кирек камāн та яланах çакна асра тытмалла: лайāх енсем пур пулсан – малалла аталантармалла, начаррине пěтермелле, вěсенчен хāвāрт хāтāлмалла.Çакнашкал шухāш-кāмāл шанчāка пěтермест, ялан малдалла āнтāлма хистет, тунā çитěнÿсемпе мухтанса, лāпланса ларма памасть.
Хăш-пĕр чухне кун пек сăмахсене аслă пĕлу илнĕ сынсем хушшинче те илтме пулать. Калāпāр, теприн икě-виçĕ диплом. «Эпě вěреннě çын, темиçе институт вěреннě» теме те хāять, анчах хāйне пач та çын хушшинче тытма пěлмест. Вāл вара пурнāçра чи кирлине – сāпайлāха, тивěçлěхе, тÿрěлěхе вěренсе алла илеймен. Ăслā çын ěçре те , калаçура та нихçан та ирсěр хāтланмасть, вāл яланах лāпкā та йāваш. Ахальтен маар чāваш халāх юррисенче: «Хитрелěх вāл куç валли, āс, йěркелěх- пурнāç валли тенě.
Харпăр хăйне тыткаламалли йěркере халāхāн āшā кāмāлě, евěклěхě аван палāрса тāрать те ěнтě. Сăмахран чāвашсен хутшāнура ытти халāхсенни пекех кāмāллāх, çепěçлěх, хисеплěх пысāк вырāнта. Вāл пěр-пěрне сывлāх суннинче те аван палāрса тāрать. «Сывлāх сунатāп», «Салам», «Аван-и?» тата ытти сāмахсемпе пěр-пěрне хисепленине палāртса хутшāнасси йāлана кěнě темелле. Анчах та чылай чухне çак ырā сāмахсем çинчен манса каятпāр.
Çынна сылāх сунни вāл – унпа калаçнā пěрремěш сāмах. Çавāнпа та сывлāх сунма нихāçан та вāтанмалла мар, хāрамалла та мар. Пирěн ачасене мěн пěчěкрен аслисене хисеплеме хāнāхтармалла, вěрентмелле.
«Укçаллā çын пуян, мул пурне те тāвать», тейě тепри. Çук. Вāл тěрěсех мар. Ăна тыткалама, пěлсе усā курма каллех āс кирлě. Пурнāçра ытахальтен нимěн те пулмасть: укçа та, ят-сум та, ырā ят та. Пуриншěн те малтан чěреспе тар тāкмалла. Çавāнпа та ача-пāчана малтан мул париччен āс пама хушнā. Апла пулсан ěмěр пурāнар, ěмěр вěренер.
Чāваш культуринче çичě пил āнлав пур. Çын çак çичě пилпе килěшÿллě пурāнать пулсан āна чāн-чāн çын тесе шутланā. Вěсене çамрāк āрāва хисепе тивěçлě тата телейлě çынсем тāвас тěллевпе ырā сунса , вěрентсе каланисем теме пулать. 1. Ěçе хāнāх. 2.Сывлāха упра. 3.Ăслā-тāнлā пул. 4. Ырāпа ырā пул. 5Туслāхра вāй. 6. Тěрěслěх – чи хаклă пуянлāх. 7 Чыса упра. И.И.Яковлев та «Чāваш халāхне панā халалра» туслāхпа килěшěве, çирěп çемьене, урā пуçпа пурāннине, ÿкěте кěнине, ěçе юратнине, тÿрěлěхе, сāпайлāха асāнать.
Ачасен пуласлāхě, пирěнтен ,ашшě-амашěсенчен килет. Çакна яланах ача пурнāçěн пирвайхи кунěнчен асра тытмалла. Ача кунран- кун улшāнса аталанса пырать, вāл çын пулса йěркеленсе ěлкěреймен-ха. Çавāнпа та āна йěркеллě пāхса ÿстересси – ашшě-амāшěн тивěçě. Кунта шкулпа, учительсемпе пěр шухāшлā пулни те кирлě. Лава пěрле туртсан çеç ěç кал-кал пырě.